Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Фитнес призерĕ

Фитнес призерĕ

Пандеми тапхăрĕнче студентсене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хавхалантарас тĕллевпе Раççей шайĕнче фитнес-челлендж йĕркеленĕ.

Онлайн-мероприятие Кĕçĕн Таяпа хĕрĕ, Çĕнĕ Шупашкарти химипе механика техникумĕнче вĕренекен Ольга Головина та хутшăннă. Пилĕк дисциплинăра вăхăта палăртса тупăшнине социаллă сетьсене лартнă. Пĕтĕмĕшле кăтартупа вăл виççĕмĕш вырăна тухма пултарнă.

Çитĕнĕве çамрăк атлет хăйĕн пĕрремĕш тренерĕпе – ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе Михаил Скворцовпа çыхăнтарать, тав тăвать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code