Среда, 17 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Пултаруллă педагог, чăн-чăн профессионал

Пултаруллă педагог, чăн-чăн профессионал

Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул алăкне учитель пулса 19 çул уçакан Анфиса Николаевнăн сăн-пичĕ яланхиллех çутă та илемлĕ. Тулли кăмăл-туйăмпа васкать вăл куллен пĕлÿ çуртне. Аслă вар хĕрĕ вăхăтĕнче кунтах вĕреннĕ. Пылчăкра ял вĕçĕнчен шкула епле çăрса утнине ăçтан манайăн! Халĕ вара анлă та яка сукмакпа утса хăй ачасене пĕлÿ тĕнчине илсе кĕрет. Епле ырă туйăм ан иксĕлтĕр унăн чун-чĕринче!

Кĕçĕнрех классенче вĕреннĕ вăхăтрах ашшĕ Анфисăпа хăй килĕштернĕ, анчах саманине кура вĕренме тÿр килмен чи пархатарлă професси пирки нумай калаçнă. Вăхăтсăр çĕре кĕнĕ Галя аппăшĕ те ачасене вĕрентнĕрен унăн ĕçне пăхса савăннă. Аслă классенче вĕреннĕ чухне вара, шкула çамрăк учительсем йышлăн килсен, Анфиса Николаеван /хĕр чухнехи хушамачĕ/ педагог пулас ĕмĕчĕ тата çивĕчленнĕ.

Вăтам шкул пĕтерсен мал ĕмĕтлĕ хĕр И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физикăпа математика факультетне вĕренме кĕнĕ. Аслă шкулта вĕреннĕ вăхăтрах пĕр касра ÿснĕ йĕкĕте качча тухнă.

1995 çулта «Математика, информатика тата шутлав техники» специальноçне алла илсен тăван яла таврăннă. Тăван шкулта математик е физик кирлĕ пулманран çамрăка тÿрех хăйĕн специальноçĕпе вырнаçма тÿр килмен. Ытти ялти шкул ачисене вĕрентме кайма вара алăри пĕчĕк пепки канăç паман. Çавна май мĕн пĕчĕкрен амăшне пулăшма фермăна чупнă харсăр хĕрарăм килте алă усса ларас мар тесе колхоза ĕçе тухнă. Весовщицăра, инвентаризаци комиссийĕнче тăрăшнă. Каярахпа воспитателе вырнаçнă. 2001 çулта вара ăна шкула чĕнсе илнĕ, 6 тата 8 классенче математика вĕрентме пуçланă. 2003 çултан – математика, информатика тата информаципе хутшăну технологийĕсен учителĕ.

Анфиса Николаевна çак çулсенче коллективра ырă ят çĕнсе илнĕ. Пултаруллă педагог, чăн-чăн профессионал, пысăк квалификациллĕ учитель. Вăл вĕрентекен ачасем унăн предмечĕсене лайăх пĕлнине тĕрлĕ конкурссенче, олимпиадиăсенче кăтартаççĕ. Юлашки çулсенче унăн вĕренекенĕсем Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен муниципалитет шайĕнчи предмет олимпиадисенче математикăпа тата информатикăпа пĕр çĕнтерÿçĕ, виçĕ призер пулса тăнă. Çавăн пекех шкул команди Атăлçи федераци округĕнчи çамрăк армеецсен компьютер спорчĕн пĕрремĕш чемпионатĕнче çĕнтерÿçĕ пулса Мускаври çурма финалта тупăшнă. Республикăри ялсенчи çамрăк математиксен конкурсĕсенче те Курнавăш ачисем маххă памаççĕ. А.Ефимова наставник ачасемшĕн чунне парать. Унăн воспитанникĕсем «Эксельсиор» тĕпчев ĕçĕсен конкурсăн «Математика» секцийĕнче республикăри тапхăрĕнче çĕнтернĕ. Кăçал та ÿсĕмсем çук мар. «Ачасене – хăрушсăр Интернет» республикăри конкурсра призер хатĕрленĕ вăл.

Математикăпа информатика кăткăс предметсем. Вĕсене кашни урокра тимлесе итлемесен, задачăсене шутлама пĕлмесен малалла каяймăн. Çавăнпа та чунне парса вĕрентет педагог. Хăшĕсемпе урокра ăнлантарнисĕр пуçне уйрăмшарăн та ларать. Тăрăшни сая каймасть – ачасен кăтартуллă çитĕнĕвĕсем çук мар.

2007 çулта Анфиса Николаевнăна пысăк тавра курăмне, хастарлăхне кура директорăн вĕренÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумне лартнă. Маларах вара класс ертÿçи пулса хăй ертсе пыракан вĕренекенсен «иккĕмĕш амăшĕ» вырăнĕнчехчĕ. «Чи лайăх класс ертÿçи», «Çулталăкри учитель» районти конкурссенче лауреат пулса тăнă.

Курнавăш шкулĕнчи учительсен команди Пĕтĕм Раççейри «Пуласлăхри учитель» конкурсра Атăлçи федераци округĕнче палăрнине пĕлтернĕччĕ-ха. Кунта, паллах, Анфиса Николаевнăн пултарулăхĕ пысăк шайрине те палăртмасăр иртеймĕн.

Педагог ачасене вĕрентсе воспитани панипе пĕрлех хăй те професси конкурсĕсене активлă хутшăнать. Вăл Раççей Федерацийĕн Президенчĕн грантне çĕнсе илнĕ. «Хальхи шкулти математика тата информаци урокĕсем» методика фестивалĕн призерĕ те.

Пултаруллă вĕрентекен пĕлĕвне тăтăшах ÿстерет, вĕренÿре çĕнĕ формăсене тата мелсене ĕçе кĕртет, педагогика наукинчи çĕнĕлĕхсемпе паллашсах тăрать. Цифра технологийĕ хăвăрт аталаннă вăхăтра урăхла ĕçлеме пĕлмест вăл.

Пысăк ăсталăхшăн тата тÿрĕ кăмăллă ĕçшĕн Анфиса Николаевна ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп, ЧР Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин Тав хучĕсене тивĕçнĕ. А.Ефимова коллективра, ашшĕ-амăшĕ умĕнче пысăк авторитетлă. Вăл шкулти, ялти обществăлла ĕçсенче те пуçаруллă.

Директор çумĕ хальхи вăхăтра 7-11 классенче информатика, 5 тата 9 классенче математика вĕрентет.

– Мана хамăн професси шутсăр килĕшет. Шкулти вĕренÿре нихăçан та «чарăнусем» пулмаççĕ, пĕрмаях çĕннине пĕлмелле, ăса хывмалла. Ачасене физикăпа математикăна вĕрентме тÿр килни – телей. Чи пысăк кăмăл-ĕмĕтĕм вара – хамăн вĕренекенсене çитĕнÿллĕ, анлă тавра курăмлă, çивĕч ăс-тăнлă çынсем пулнине курасси. Шăпах пирĕн профессире çын хăйне пур енлĕн кăтартма пултарать: эпир педагог кăна мар-çке, наставник те, юлташ та, пулăшакан та. Учитель профессине суйласа эпĕ пĕрре те йăнăшман, – тет вăл.

Тивĕçне чун ыйтнă пек пурнăçлакан учитель хăйне вĕрентнĕ учительсене, коллективри кашни ĕçтешне хисепе хурса хаклать.

Анфиса Ефимова хăй те юратнă амăшĕ, çавăн пекех тăван амăшне ялан пулăшма хатĕр хĕр. Пĕр урамра пурăнннăран ялан юнашар вĕсем. Çакă ĕçре пысăк хăват парать икĕ ачана пурнăç парнеленĕ хĕрарăма. Шел, 2013 çулта мăшăрĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ Анфиса Николаевнăн. Ачисем халĕ амăшĕн çунатти айĕнчен вĕçсе тухса кайса çемье çавăрнă.

В.ВАНЮШКИНА.

Сăн ÿкерчĕкре: А.Ефимова кăçалхи выпускниксемпе.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code