Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Больницăри автопарк çĕнелчĕ

Больницăри автопарк çĕнелчĕ

«Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн республикăри медицина учрежденийĕсене çĕнĕ автомашинăсемпе тивĕçтернĕ. Вĕсене туянма республика бюджетĕнчен 39,8 миллион тенкĕ уйăрнă.

Елчĕкри тĕп больницăна та «Ларгус» тата «Нива» маркăллă автомашинăсем уйăрса панă. Надежда Уркова тĕп тухтăр больницăн автопаркĕ пуянланнипе кăмăллă.

– Çĕнĕ автомашинăсем уйăрни медиксене чирлисем патне çитсе килме, вĕсене эмелсемпе тивĕçтерме, чирлĕ çынсене васкавлăн больницăна илсе килме май парĕ, – терĕ вăл.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code