Вторник, 19 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕрремĕш вырăнта

Пĕрремĕш вырăнта

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министерствин коллегийĕн анлă ларăвне хутшăннă. Унта министерствăн 2022 çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ, 2023 çулта пурнăçламалли стратегилле тĕллевсене палăртнă.

Леонард Левый коллеги ларăвне хутшăннисен умĕнче Елчĕк муниципалитет округĕнче ГТО комплексĕн мероприятийĕсене пурнăçланин ĕçĕсем çинчен каласа кăтартнă. Сăмах май каласан, 2022 çулта Елчĕксем ГТО нормативĕсене пурнăçлассипе муниципалитет пĕрлешĕвĕсем хушшинче 1-мĕш вырăн йышăннă — муниципалитет округĕнче пурăнакан çынсен пĕтĕмĕшле хисепĕпе илсен 6 çул тултарнисенчен шутласан 4941 çын (34,97 процент) электронлă базăра регистрациленнĕ.

Елчĕк муниципалитет округĕ физкультурăпа сывату тата массăллă спорт мероприятийĕсене йĕркелесе ирттерессипе йĕркеленĕ смотр-конкурсра та 3-мĕш вырăн йышăннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code