Çĕрпỹ округĕнчи Чăваш ял хуçалăх ăслăлăхпа тĕпчев институчĕн никĕсĕ çинче республикăри XXI «Уй кунĕ-2026» курав иртнĕ.
Унта 32 компани 200 ытла единица ятарлă техника институт экспозицийĕнче ял хуçалăх культурин 254 тĕсне кăтартнă. Çĕнĕлĕхсенчен: тритикале (тулăпа ыраш гибричĕ), çурхи тулă сорчĕсем — кунти условисенче вăй илме пултараканнисем.

Ырă йăлана кĕнĕ тăрăх, куравра республикăри ял хуçалăх организацийĕсен 2025 çулхи кăтартăвĕсемпе килĕшỹллĕн «Агро-100» клуб рейтингне çирĕплетнĕ. Тишкерỹре çаксене шута илнĕ: пусă лаптăкĕ, активсен хакĕ, тупăш, таса тупăш (абсолютлă кăтартусем); пĕр гектар пуçне илнĕ тупăш, активсенчен тенкĕ пуçне илнĕ тупăш, ĕç тухăçлăхĕ, вăтам ĕç укçи, суту-илỹ тупăшлăхĕ, инновацие ĕçе кĕртни (танлаштаруллă кăтартусем).
Асăннă критерисене кура «Агро-100» клуб йышне пирĕн округри 11 хуçалăх кĕме тивĕçнĕ. Вăрнарсен, Комсомольскисен, Муркашсен — 9-шар, Сĕнтĕрвăррисен, Çĕмĕрлесен, Шăмăршăсен, Улатăрсен — пĕрер кăна. Пĕлтĕрхи пекех 1-мĕш вырăна «Авангард» ОООн «Цивильский бекон» филиалĕ йышăннă. Ун хыççăнхисем те çавсемех, вырăнпа улшăннă çеç: «Чурачикское» АО (Шупашкар округĕ), «Коминтерн» ЯХПК (Хĕрлĕ Чутай).
Пирĕн муниципалитетри хуçалăхсенчен «Победа» сахал яваплă общество чылай çул малти вырăна тытса пырать. Иртнĕ çул вăл 17-мĕш вырăнта пулнă пулсан, кăçал — 12-мĕш. Ытти ял хуçалăх предприятине илсен, вĕсем таблицăна çак йĕркепе вырнаçнă. Скобкăра, танлаштарма, кăçалхи тата пĕлтĕрхи вырăнсене палăртатпăр: «Агрофирма «Слава картофелю — Яльчики» ООО (16; 28), «Сатурн» ЯХПК (34; 38), «Эмметево» ООО (36; 35), «Яманчурино» ООО (37; 29), Ленин ячĕллĕ ЯХПК (39; 45), «Энтепе» ООО (47; 40), «Рассвет» ЯХПК (48; 53), «Комбайн» ЯХПК (61; 46), «Прогресс» АО (67; 49), «Труд» ЯХПК (77; 96).
2025 çулта «Агро-100» клуб йышĕнче «Клевер», «Агрофирма «Нива», «Урожай» сахал яваплă обществăсем те пулнă.
Çакна та палăртма кăмăллă: куравра агропромышленность комплексĕнче нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата производствăри пысăк кăтартусемшĕн «Победа» ООО директорне Николай Головина Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе чысланă (2-мĕш сăн ỹкерчĕкре).

