Аслă Елчĕк ялĕн библиотекинче Любовь Маркова ертсе пыракан 3-мĕш класра вĕренекенсем пулчĕç.
Вĕсемпе «Кам вăл патриот?» ятпа паттăрлăх сехечĕ ирттертĕмĕр. Калаçăва çыхăнтарса пыма ятарласа хатĕрленĕ кĕнеке куравĕсем те вырăнлă пулчĕç — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин, Афган, Чечня, ятарлă çар операцийĕн паттăрĕсене халалланă ĕçсемпе ачасем интересленсе паллашрĕç.
Зинаида ПАТШИНА,
библиотекарь.

