Канашри «Локомотив» спорт комплексĕнче иртнĕ кире пуканĕ йăтакансен Чăваш Ен Кубокĕнчен ентешсем тỹрех икĕ çĕнтерỹпе таврăннă.
Сумлă ăмăртăва ултă округран 90 яхăн атлет хутшăннă. Эстафета кĕрешĕвĕнче Елчĕксем (Артем Шкапов, Анатолий Узюкин, Алексей Петухов, Александр Константинов) пурне те кая хăварса куçса çỹрекен Кубок хуçисем пулса тăнă. Уйрăм спортсменсен кăтартăвĕсен пĕтĕмлетĕвĕ те çак «сценарипех» вĕçленнĕ. Пьедестал çинчи мăнаçлану вара Тарас Пупина, Анжела Уткинăна, Анатолий Узюкина, Александр Константинова (1-мĕш вырăн), София Соловьевăна (2-мĕш), Евгения Изратовăна (3-мĕш) малашнехи ăмăртусенче те çитĕнỹ алăкне уçтăр.

