2026 çулăн пуçламăшĕнче Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Степанов çыхăну операторĕсемпе брифинг ирттернĕччĕ. Унта тĕпрен илсен калаçу мобильлĕ интернета хăш-пĕр сервиссене чарни пирки пынă.
Министр ку йышăнăва федераллă шайра тунине, çакă вăхăтлăх мера пулнине, вăл çынсене тата инфраструктурăн хăш-пĕр объекчĕсене хăрушлăхран сыхлассипе çыхăннине палăртнă. Мобильлĕ интернет тухăçлă ĕçлесе каясси министерствăран та, çыхăнăвăн операторĕсенчен те килменнине пĕлтернĕ. «Шурă списока» кĕртнĕ сервиссем килти wi-fi, корпоративлă тата обществăлла сетьсем урлă аванах ĕçлеççĕ.
Интернетпа çыхăнну ыйтусемпе хĕрỹ лини çине 8(8352) 56-53-52 телефонпа шăнкăравлама пулать.

