Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Телее хамăр туптатпăр»

«Телее хамăр туптатпăр»

Çу уйăхĕ — çут çанталăкăн чи хитре вăхăчĕ: йывăç-курăк ешерет, çимĕç йывăççисем шурă пĕркенчĕкпе витĕнеççĕ — илемĕпе киленме йыхăраççĕ.

Çакăн пек асамлă тапхăрта Кушкă ялĕнче Прохор Тимофеевичпа Анисия Еремеевна Галошевсен çемйинче 1953 çулхи çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче ывăл ача çут тĕнчене килнĕ. Борис ят панă пепкене. Çулсем иртнĕ май çиччĕн пулса тăнă пĕр тăвансем: 4 ывăл та 3 хĕр.

Прахур тете питĕ курăмлă арçын пулнă: тĕреклĕ, вăйлă, хитре. Аслă Аттелĕх вăрçинче стрелок-минометчик тивĕçĕсене пурнăçланă. Пĕр çапăçура йывăр амансан килне янă ăна. Хăюлăхпа паттăрлăхшăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальпе наградăланă. Инвалид пулсан та, аллине усса ларма пултарайман вăл, вăй çитнĕ таран хуçалăхра тăрăшнă. Мăшăрне епле-тĕр пулăшас, ачасене пурнăç çулĕ çине кăларас тĕллевпе нимĕнле ĕçрен те пăрăнман. Анчах Аниçи аппан ĕмĕрĕ кĕске пулнă — 51 çулта пурнăçран уйрăлнă. Ачисем, çуначĕсене сарса, хăйсен пурнăçне йĕркелесе пынă. Борис та, ялти шкулта 8 класс пĕтерсен, Канашри ГПТУра электрика вĕренет. Ят тухнă май Уфари çар чаçĕнче службăра тăрать. Демобилизаци йĕркипе яла таврăнсан связиста хаваспах «Победа» колхозăн 6-мĕш бригадине электрика çирĕплетеççĕ.

Кил-çуртра хĕрарăм алли кирлине ăнланса каччă Аслă Пăла Тимеш хĕрне, унти участок больницинче ĕçлекен медсестрана — Мира Алексеевăна качча илет. Пăрчăкан пек вăр-вар, ура тупанĕ çĕре лекмесĕр утса-чупса çỹрекен хỹхĕм хĕре, паллах, сахал мар йĕкĕт куç хывнă. Анчах Турă çырни хапхи умне хăй килсе çитнĕ. Сумлă, тирпейлĕ çемьере 10-ăн пĕр тăван пулнă вĕсем. Мира пур ĕçе те тума пĕлнĕ. Нимрен те хăраман, ниме те тиркемен. Туй ĕçме-çимине те хăех хатĕрленĕ. «Лидя инкепе Маня хĕрсеме тавах, вĕсем вĕрентсе те пулăшса пынă», — тет паянхи кун та Мира Васильевна. Юрату туйăмĕпе хавхаланса мал ĕмĕтлĕ мăшăр ырми-канми ĕçлет. Часах çемье ỹсме тытăнать: пĕрремĕш пепке — Саша — çуралать. Юнашар ватă пулни çамрăксемшĕн пысăк тĕрев пулнă. Прахур тете пĕчĕк мăнукне чунне парса пăхать. Хитре хĕр пĕрчи Светлана та çемьешĕн кĕтнĕ телей пулса çĕр çине килет. Йыш хушăннă май Борис укçа-тенкĕ ытларах кирлине туйса фермăна скотнике ĕçлеме куçать, çулла ĕнесене кунсерен курăк ани çине илсе тухать. Çанталăкăн кирек мĕнле условийĕнче те хăйĕн тивĕçне тулли кăмăлпа пурнăçланă.

75 çула çитсен вăрçă нушине самаях тỹснĕ Прахур тете те çĕр çинчен ĕмĕрлĕхех каять. «Ачасене ỹстерме пулăшнăшăн чĕререн тав тăватпăр аттене», — теççĕ Борис Прохоровичпа Мира Васильевна.

Б.Галошевăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 45 çултан та иртет. «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçни те хăйне кура пĕтĕмлетỹ. Мăшăрĕ участокри больницăра 36 çул ĕçленĕ. Халăхра чыс-хисеп çĕнсе илнĕ. Ачисене çĕршыва юрăхлă çынсем туса ỹстернĕ. Саша 30 çул ытла шалти ĕçсен органĕнче тăрăшать, подполковник. Çемйипе Чукоткăра тĕпленнĕ. Светлана хĕрĕ амăшĕн çулĕпе кайнă. Канашри медицина училищине пĕтернĕ, Çĕнĕ Шупашкарти больницăра ĕçлет.

Тивĕçлĕ канури Галошевсем кермен пек кил-çуртра хулари пек условисенче пурăнаççĕ. Чăх-чĕп, хур-кăвакал усраççĕ, пахча çимĕç туса илеççĕ. Килен-каяна хапăл вĕсем, ырă кăмăлĕ пурин валли те çитет. Ачисемпе мăнукĕсем килнĕ çĕре вара кукăльне те, шăрттанне те пĕçерсе хатĕрлеççĕ. Кашни килмессерен хурăн милĕк шăршиллĕ вĕри мунча кĕтет вĕсене.

Паян та юрату хĕмне сỹнтермен, пĕр-пĕрне сăмахсăрах ăнланса пурăнакан мăшăр телейлĕ пулнине палăртать. «48 çул пĕрле пурăнни пĕр самант евĕр анчах туйăнать. Телее хамăр туптатпăр», — кăмăлтан пĕлтереççĕ Галошевсем.

Зинаида ПОРТНОВА.
Аслă Пăла Тимеш.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code