Среда, 1 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Патшалăх пулăшăвне илессишĕн кĕрешĕве тухнă

Патшалăх пулăшăвне илессишĕн кĕрешĕве тухнă

Чăваш Енре 22 çамрăк предприниматель «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн уйăракан патшалăх пулăшăвне алла илессишĕн кĕрешĕве тухнă. Çак пулăшу яшсемпе хĕрсене хăйсен бизнесне аталантарма май парĕ.

ЧР Экономика аталанăвĕн министерстви 25 çулчченхи çамрăк предпринимательсем валли йĕркеленĕ грант конкурсне хутшăнмалли заявкăсене йышăнассине вĕçленĕ. Грантсене илессишĕн 22 çамрăк кĕрешеççĕ. Вĕсем çĕнĕ производствăсем йĕркелемелли, туризмпа, ял хуçалăхĕпе, пулăшу ĕçĕсемпе тата суту-илỹпе çыхăннă бизнес-проектсем тăратнă. Çамрăк предпринимательсем çак проектсене Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш хулисенче, Етĕрне, Шупашкар, Елчĕк, Тăвай, Вăрнар округĕсенче тỹрре кăларасшăн.

Мал ĕмĕтлĕ 22 çамрăк малтан «Манăн бизнес» центрта вĕренỹре пулнă. Специалистсем вĕсене бизнес-идейăсене бизнес-плана çавăрма пулăшнă — уçăмлă финанс кăтартăвĕсемпе аталану стратегине палăртнă. Яшсемпе хĕрсенчен хăшĕ-пĕри ĕçлекен бизнеса аталантарма патшалăх пулăшăвĕпе усă курасшăн, теприсем грант укçине çĕнĕ проектсене хывасшăн.

Патшалăх уйăракан укçана çамрăк предпринимательсем пỹлĕм е çурт арендăна илме, чĕр тавар, оборудовани туянма, инженери инфратытăмĕн сечĕсемпе çыхăнма, ытти тĕллевпе усă курма пултараççĕ. Анчах çакăн пек услови пур: тăкаксен 25 процентне (унтан кая мар пайне) хăйсен хывмалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code