Иртнĕ кунсенче Тăрăм ялĕнчи Василий Андреевичпа Антонина Павловна Якимовсем пурнăç çулĕпе пĕрле утма пуçлани 55 çул çитрĕ.
Иккĕшĕ те пĕр ялтан вĕсем. Василий 1946 çулта çуралнă. Пилĕк ывăлтан чи кĕçĕнни, çавна май тăван килте тĕпленнĕ. Вăл 4 çулта чухне кил-çурчĕ тĕпĕ-йĕрĕпе çунса кайнă, амăшĕ ăна чỹречерен кăларса ĕлкĕрнĕ.

Шкул тапхăрĕ хыçа юлсан Василий Якимов Курнавăш каччипе — Петр Ефимовпа Караганда хулинче механика вĕреннĕ. Ун хыççăн — çар служби, 3 çул Монголи тăрăхĕпе çыхăннă.
Тăван яла таврăнсан «Правда» хуçалăхра ĕçлеме пуçланă та, çавăнтанах пенсие кайнă. Автомехник, ферма заведующийĕ вăл. Тивĕçе тỹрĕ кăмăлпа, пысăк хастарлăхпа пурнăçлани ăнăçу та кỹретех. Машина-трактор валли запас пайсем тупасси хĕн пулнă пĕр вăхăт, çавна май Василий Андреевичăн таçта та çитме тивнĕ.
Ялти çамрăксем валли çуртсем çĕклеме тытăнсан кирпĕчпе тивĕçтересси те нушаллăччĕ. Хуçалăх ертỹçи Валерий Кириллов çак ĕçе Василий Якимова шаннă. Тăрăшуллăскер кунта та аптăраман.
Антонина — Павел Гавриловичпа Юлия Васильевна Гавриловсен çемйинчен. Упăшкинчен пĕр çул кĕçĕн. Павăл тете Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, сакăр çул «Вперед» колхоза ертсе пынă. Хĕрне пĕчĕкрен ĕçе кỹлнĕ. Тоня пỹрт-çурта тасатма, выльăх-чĕрлĕхе пăхма, курăк çулма, анасене çумран тасатма, çыхма-çĕлеме те ĕлкĕрнĕ. Ашшĕпе амăшĕ ачисенчен çирĕп ыйтнине хăнăхнăскерсем, кашни ĕçе тĕплĕн тума тăрăшнă, хăйсене шаннине тивĕçлипе тỹрре кăларнă.
Тоня Çĕнĕ Пăвари вăтам шкула, Çĕрпỹри 5-мĕш номерлĕ профессипе техника училищине пĕтерсен хăйĕн пурнăçне йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерессипе çыхăнтарнă. Пирваях, 10 çул, Елчĕкри йăла пулăшăвĕ паракан комбинатра çĕвĕçре ĕçленĕ. 1976-1992 çулсенче — Тăрăмри комплекслă йышăну пункчĕн, 1992-2003 çулсенче — Елчĕкри «Йăла çурчĕн» приемщици. 1970 çулта ăна «Йăла службин отличникĕ» паллăпа чысланă.
— Пирĕн пата кĕпе-тумтир çĕлеттерме кỹршĕ районсенчен те килсе çỹренĕ, — аса илет Антонина Павловна. — Аркадий Игнатьев закройщикпа çавна май мĕн чухлĕ заказ йышăнман-ши эпир?
Арçынсен костюмĕпе шăлаварĕ, пальто таранах юрăхлă хатĕрлеме пултарнă. Училищĕне вĕренме кĕричченех опыт пулнă-ха та унăн: çĕвĕ машинипе хăйне тата йăмăкĕ валли кĕпесем çĕленĕ. Çынсем валли те.
Василипе Антонина Якимовсем ĕçри тата обществăри хастарлăхшăн сахал мар наградăна тивĕçнĕ. Çапах та чи пысăк чыс-сума хăйсен тăватă ачипе, 9 мăнукĕпе, 4 кĕçĕн мăнукĕпе çыхăнтараççĕ. Ывăлĕ — Николай — тахçанах Чулхула çынни ĕнтĕ, икĕ аслă пĕлỹ илнĕ. Маларах инçет ишевсене çỹренĕ пулсан, халĕ строительство тытăмĕнче вăй хурать. Мăшăрĕ — полици полковникĕ.
Галя сывлăх сыхлавĕн, Рена суту-илỹ тытăмĕсенче тăрăшаççĕ. Кĕçĕнни, Юля — прокуратура органĕнче.
…Ывăл-хĕрĕсен çемйисем тăван йăвана килсе çỹрени ашшĕ-амăшĕн чун-кăмăлне çĕклет, çурт ăшшине хушать. Ялан çапла пултăр!
Людмила ЕНЕДЕРОВА.
Тăрăм ялĕ.

