Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тăкаксене саплаштарма укçа уйăраççĕ

Тăкаксене саплаштарма укçа уйăраççĕ

РФ Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров Чулхулара «Раççей телекурав тата радиохыпарлав сечĕ» предприятин генеральнăй директорĕпе Андрей Романченкăпа тĕл пулнă, округра телекурава цифра çине куçарассине сÿтсе явнă.

Чăваш Республикинче аналог телекуравне апрель уйăхĕн 15-мĕшĕнче чараççĕ. Иккĕмĕш юхăма /сăмах май каласан, пĕрремĕшĕ февраль уйăхĕн 11-мĕшĕнче вĕçленнĕ, Пенза тата Чĕмпĕр облаçĕсем цифра çине куçнă/ çавăн пекех Киров облаçĕ, Мордва, Удмурт Республикисем лекеççĕ. Атăлçи округĕнчи ытти сакăр регионта аналога июнь уйăхĕн 3-мĕшĕнче сÿнтереççĕ. Вырăнти каналсем аналог мелĕпех ĕçлĕç.

Чăваш Енре телехыпарлавăн цифра эфирĕн 42 объектне туса лартнă. Çавна май республикăри мĕн пур ялта абонент тÿлевĕсĕр 20 канал пăхма пулать.

Сăмах май каласан, цифра çине куçассине тивĕçлĕ шайра йĕркелес тата сахал тупăшлă çемьесене çĕнĕлĕхпе усă курма майсем туса парас тĕллевпе ЧР Информполитика министерстви «çул-йĕр картти», ЧР Министрсен Кабинечĕ ятарлă йышăну хатĕрленĕ. Çав документсенче ĕç-хĕле пурнăçлама республика бюджетĕнчен 9805,3 пин тенкĕ уйăрма йышăннă. Çак укçа-тенкĕн пысăк пайĕ цифра телекуравĕпе çыхăнмалли оборудовани туянакансен тăкакĕсене компенсацилеме кайĕ. Хальхи вăхăтра патшалăхăн çак пулăшăвĕпе тивĕçтерме сахал тупăшлă 5452 çынна шута илнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code