Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Агролаборатори уçăлнă

Агролаборатори уçăлнă

Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул никĕсĕ çинче шкул çулне çитмен ачасен ушкăнне çỹрекенсем валли агролаборатори уçăлнă. Ăна уçма муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тата ытти хисеплĕ çынсем хутшăннă.

Диана Турхан директор пуçарăвĕпе малтан шкул Чăваш Республикинчи вĕрентỹ учрежденийĕсем хушшинче йĕркеленĕ конкурса «Агролята» проект тăратнă. Унта çĕнсе илнĕ 500 пин тенкĕлĕх грант «Агролята» проекта ĕçе кĕртнĕ çĕрте усă курма питех те меллĕ пулнă.

Мероприятире те шăпах шкул çулне çитмен ачасем хăйсен пĕлĕвĕпе ăсталăхне кăтартнă. Ку чухне вĕсем ỹсен-тăран тĕнчине «тĕпчесе» пĕлнĕ. Мастер-класс та ирттернĕ: йывăçсем лартнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code