Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чи лайăххисене палăртнă

Чи лайăххисене палăртнă

Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем шăтса тухнине комиссипе тĕрĕслес ĕç вĕçленнĕ. Çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене чи пысăк пахалăхпа пурнăçланине палăртма, пушшех, кăмăллă.

Çуртрисен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 23000 гектар ытла, çав шутран пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем – 15901 гектар. Елчĕк районĕ малтан сăмах панине – ЧР Ял хуçалăх министерствипе çирĕплетнĕ килĕшĕве те, ытти çулсенчи пекех, туллин пурнăçланă. Сăмах май, çак кунсенчех пропашной, сутлăх тата вăрлăхлăх çитĕнекен культурăсене мĕнле пахалăхпа акса-лартса хăварнине пĕтĕмлетмелле.

Калчасем епле шăтса тухнине, пусă çаврăнăшне йĕркеленине, хирти çулсемпе ял территорийĕсен тирпейлĕхĕпе тасалăхне хак панă хыççăн комисси членĕсене чи лайăххисене палăртма та йывăр пулман. Вĕсем: «Комбайн», «Победа», «Энтепе», «АСК-Яльчики», «Рассвет», «Сатурн», «Прогресс», Ленин ячĕллĕ, «Клевер» ял хуçалăх предприятийĕсем, В.Чернов, Г.Афанасьев, Н.Светлов, С.Петров хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code