Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Медсестра васкать

Медсестра васкать

Хамăрăн участокри фельдшерпа акушер пункчĕн медсестри – Елена Григорьева çинчен каласа парас килет вулакана.

Елена Вениаминовна 1975 çулта Канаш хулинче çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ – Вениамин Максимовичпа Елизавета Германовна Блиновсем – Аслă Таяпа ялĕн çыннисем. Лена 3 çул тултарсан çемье тăван тăрăхне куçса килнĕ, кунти шкула пĕтернĕ.

Ачалăхри ĕмĕтне пурнăçласа вăл 1992-1994 çулсенче Канашри медицина училищинче вĕренет. Хулари территорисем хушшинчи медицина центрĕн реанимаци сестринче икĕ çул ĕçленĕ хыççăн 1996-2001 çулсенче Хусанти патшалăх ветеринари академийĕнче пĕлÿ пухать. Ветврач тивĕçне «Рассвет» хуçалăхра (2002-2007 çç) пурнăçлать.

Чун-чĕри Елена Вениаминовнăна пурпĕрех медицинăна каялла тавăрать — 2007 çулта округри тĕп больницăра, пĕр вăхăтрах Тип Тимешри ФАПра пуçлать ĕçлеме. Тип Тимешпе Анатри Тимеш ялĕсенчи 282 çыннăн сывлăхĕшĕн тимлет. Вырăнти халăх унăн ĕçĕпе кăмăллă, ăна питĕ хисеплеççĕ пултарулăхĕшĕн. Выльăх-чĕрлĕх чирлесен те вăлах васкать уйрăм хуçалăхсене.

Елена Григорьева обществăлла ĕçсенчен те пăрăнмасть. Суйлав кампанийĕн тапхăрĕнче «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн чи хастар агитаторĕ вăл. Нумай çул хушши Тăрăмри «Алмантай» фольклор ушкăнне юрлама çÿрерĕ. Професси ĕçĕнчи ăсталăхшăн ăна Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин Хисеп грамотипе тата Тав хучĕпе чысланă.

2001 çулта Елена Вениаминовна Тăрăм каччипе Олег Григорьевпа çемье çавăрнă, икĕ ывăл çуратса çитĕнтернĕ. Асли – Максим – Шупашкарти строительство техникумне пĕтернĕ, проект институтĕнче ĕçлет. Алексей электромеханика техникумĕн дипломне алла илнĕ. Хальхи вăхăтра Мускаври Росгвардире службăра тăрать.

…Çумăрлă çанталăк ирĕклĕн саркаланать: çăвать те çăвать. Елена Григорьевашăн вăл чăрмав мар, чĕннĕ çĕре вăхăтра çитмелле. Ун пек чухне хушма вăй пултăр унăн, кашни кунĕ ăнăçупа кăна тултăр.

Вячеслав ЗАХАРОВ.
Анатри Тимеш.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code