Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

«Çулталăкри спортсмен»

номинацире çĕнтернĕ Аслă Елчĕк пикипе Лиана Черновăпа чăннипех мухтанма пултаратпăр.

Çакна Шупашкарти Вырăс драма театрĕнче иртнĕ «2021 çулхи студент» Раççейри наци премийĕн регионти тапхăрĕнчи чыславра палăртнă. Унта пуçтарăннă хастар çамрăксене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ Леонид Черкесов саламланă.

Лиана – Чăваш патшалăх аграри университечĕн студентки, полиатлон енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ, çĕршыв шайĕнчи ăмăртусен çĕнтерÿçи.

Пултаруллисем çĕнтернĕ

Елчĕкри «Улăп» физкультурăпа спорт комплексĕнче районти шкулсен волейбол лигин первенстви иртнĕ.

Арçын ачасен командисен тĕл пулăвĕсем уйрăмах çивĕчлĕхпе палăрнă. Ултă коллективран /Кушкăсем хутшăнман/ чи вăйлисем – Лаш Таяпасем. Вĕсем финалта Çĕнĕ Пăвасене 2:0 шутпа парăнтарнă. Шел, хĕр ачасен ушкăнĕнче Çĕнĕ Пăвари, Елчĕкри, Аслă Елчĕкри вăтам шкулсенче вĕренекенсем çеç вăй виçнĕ. Кунта Çĕнĕ Пăвасем пултаруллăрах пулнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code