Август уйăхĕнче республикăра 100 ытла çамрăк мăшăрланма заявлени панă. Çакă 2025 çул пуçланнăранпа рекордлă кăтарту!
Çамрăксенчен чылайăшĕ — 860 мăшăр — заявление Патшалăх пулăшăвĕн порталĕ урлă панă. Августăн 8-мĕшĕнче 130 çамрăк çемье çавăрнă. Çавăн пекех каччăсемпе хĕрсем чи ăнăçлă çак кунсене суйласа илнĕ: август уйăхĕн 1, 2, 29 тата 30-мĕшĕсем.

