Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Пĕр миллион тенкĕ ытла «парнеленĕ»

Пĕр миллион тенкĕ ытла «парнеленĕ»

Ĕненме те йывăр, çапах та 3 кун хушшинче 7 çын ултавçăсене 1335000 тенкĕ «парнеленĕ». Хăйсен аллипех тыттарса янă укçа-тенкĕне.

Улталанакансем – пенсионерсем. Декабрĕн 17-мĕшĕнче Шупашкарти полици уйрăмĕсене ултавçăсем çинчен калакан 3 пĕр евĕрлĕ хыпар килнĕ. 66-85 çулсенчи 3 хĕрарăма преступниксем улталанă – тăванĕсем çул-йĕр çинче «авари тунине», вĕсене уголовнăй яваплăхран çăлма укçа-тенкĕ кирлине хыпарласа. Кинемисем тăванĕсемпе калаçмасăрах укçа илме килнĕ «курьера» нухрат тыттарса янă.

Çакăн евĕр шăнкăрав тепĕр кунне Çĕнĕ Шупашкарти 46 çулти хĕрарăм патне пулнă. Вăл преступниксемпе калаçнă хыççăн чи малтанах хĕрĕпе çыхăннă, унтан тÿрех полици уйрăмне пĕлтерсе ултавçăсем унпа çыхăннине евитленĕ. Çак кунах тепĕр 3 пенсионер улталаннă… Тăваттăмĕшĕ каллех палламан çынсене шанмасăр полицине шăнкăравлама ăс çитернĕ.

Пур тĕслĕхри лару-тăрăва кĕске вăхăтра тĕпчесе полици ĕçченĕсем çынна çăмăллăн шанакансене улталакан арçынна тытса чарнă.

Йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем халăха тимлĕ пулма, палламан çынсемпе асăрханма ыйтаççĕ.

И.ЖИРНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code