Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Çирĕп тăмалла

Çирĕп тăмалла

Районти санитарипе эпидемие хирĕç кĕрешекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Унта пухăннисем вĕренỹ учрежденийĕсенчи эпидемиологи лару-тăрăвне сỹтсе явнă. Ларăва район администрацийĕн пуçлăхăн тивĕçĕсене пурнăçлакан, комисси ертỹçи Леонард Левый ертсе пынă.

Леонард Васильевич республикăра, çав шутра пирĕн районта та, больница тулашĕнчи пневмони анлă сарăлни çинчен чарăнса тăчĕ. Уйрăмах Елчĕк шкулĕнчи ачасем йышлăн чирленине палăртрĕ. Инфекци анлă сарăлнăран ноябрĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 1-мĕшĕччен Елчĕкри пуçламăш классенче вĕренекенсене вăхăтлăха вĕрентме чарнă. Шкула карантина хупсан та ачасем чирлесси чакман. Чир аслă классенче вĕренекенсене куçнă. Çавна пула декабрĕн 9-19-мĕшĕччен чир анлă сарăлнă класра вĕренекенсем шкула çỹремеççĕ. Çавăн пекех хальхи вăхăтра «Шевле» ача садĕнчи чи пĕчĕккисем çỹрекен ушкăна та вăхăтлăха хупнă.

Инфекци Елчĕк шкулĕнче кăна çỹремест иккен, «Солнышко», «Чебурашка» ача сачĕсенче, Çирĕклĕ Шăхаль, Курнавăш, Аслă Елчĕк, Çĕнĕ Пăва шкулĕсенче те больница тулашĕнчи ỹпке шыççипе чирлĕ ачасене тупса палăртнă.

Комисси ертỹçине çак чирпе чирленĕ ачасен йышĕ мĕншĕн ỹсни канăç памасть, унăн сăлтавне пĕлес тесе вăл Роспотребнадзорăн Патăрьел территори управленийĕн ертỹçине Оксана Такмаковăна, районти тĕп больницăн тĕп врачне Надежда Урковăна сăмах пачĕ. Палăртмасăр иртес мар, чылай ашшĕ-амăшĕ ачасем пневмонипе чирленин сăлтавне грипран прививка тунипе сăлтавлаççĕ. Районта грипран вакцинаци тăвассине пĕлтерĕшлĕ вырăна хураççĕ. Çак хăрушă чирпе чирленĕ 27 ачаран 7-шĕ кăна прививка тутарман. Прививка тутарнисем мĕншĕн чирленĕ-ха? Тухтăрсем грипран прививка туни пневмони чирĕпе çыхăнманнине уççăн палăртма тăрăшрĕç. «Пневмонипе грипп пачах расна чирсем. Грипран прививка туни питĕ усăллă», — палăртрĕç шурă халатлисем.

Роспотребнадзор ĕçченĕсем çак чир палăрма пуçласанах пĕлỹ çурчĕсенчи эпидемиологи лару-тăрăвне тĕпченĕ. Шкулсенче санитарипе гигиена йĕркисене çирĕп пăхăнманнине, кашни урок хыççăн классене, коридорсене, спорт залĕсене уçăлтарманнине, дезинфекци хатĕрĕсемпе тасатса тухманнине, «Шевле» ача садĕнче вентиляци ĕçлеменни те ачасен сывлăхĕ çине витĕм кỹнине палăртнă. Çавăн пекех ача сачĕсенче шăпăрлансене йышăннă чухне пепкен сывлăхне куллен тĕрĕслесе йышăнмаллине, тепĕр чухне амăшĕ ỹслĕк, сунас ернĕ ачине садике хăварнине те пĕлтерчĕç. Микробсем çывăрмаççĕ, вĕсем часах чирлĕ ачаран сыввине куçаççĕ. Калăпăр, кашни ачах телефонпа усă курать. Ун çинче микробсем нумай пулни çинчен шутламастпăр та. Çавăнпа та тухтăрсем ача сывлăхĕшĕн ашшĕ-амăшĕн яваплăха туймаллине, шкулсенчи, садиксенчи пỹлĕмсене тăтăшах тасатса тăмаллине пĕлтернĕ, сывлăша кварцпа сиенсĕрлетме хушнă. Шкулсен малалла ачасен сывлăхне упрассишĕн пурлăх никĕсне тата пуянлатма тивет: кварц лампи туянмалла. Ачасен сывлăхĕшĕн шкул ертỹçисем те яваплăх тытаççĕ.

Ларура чире хирĕç кĕрешсе тумалли профилактика ĕçĕсене тĕплĕн сỹтсе яврĕç, ăна пĕтермелли майсене палăртрĕç.

В.СМИРНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code