Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Округ пурнăçĕ

Округ пурнăçĕ

Хисеплĕ ята тивĕçнисем

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн хушăвĕсемпе килĕшỹллĕн Елчĕк округĕнчи çичĕ çынна «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ятпа чысланă.

Ятарлă удостоверени илнисен йышĕнче — Нина Иванова (Яманчỹрел), Ирина Карлина, Николай Орехов (Аслă Елчĕк), Нина Козлова, Светлана Маркова (Кĕçĕн Таяпа), Владимир Афанасьев (Тăрăм), Валентина Тябукова (Елчĕк). Лаш Таяпари Эльвира Михеева вара «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ.

Ветеранпа сыв пуллашнă

Августăн 18-мĕшĕнче Чăваш Тăрăмĕнче пурăннă, округри пĕртен-пĕр Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеран-фронтовикĕ Илья Степанович Волков вилсе кайнă.

И.Волков августăн 1-мĕшĕнче 102 çул тултарнăччĕ. Хăйĕн ĕç биографине яваплă должноçсемпе çыхăнтарнă вăл. Мăшăрĕпе, Евгения Гавриловнăпа, 6 ача çуратса ỹстернĕ, 13 мăнукĕ, 16 кĕçĕн мăнукĕ савăнтарнă. Ветерана ватлăхра Ирина хĕрĕ пăхнă.

Паспорт панă

ЗАГС пайĕнче 14 çул тултарнă тăхăр çамрăка Раççей Федерацийĕн паспортне панă.

Савăнăçлă лару-тăрура иртнĕ мероприятире тулли праваллă граждансем çыннăн тĕп докуменчĕн историйĕпе паллашнă, унăн пĕлтерĕшне ăса хывнă. Вĕсене муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Владимир Николаев, полици пайĕн начальникĕн çумĕ Эдуард Никонов тата «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн ĕç тăвакан секретарĕ Людмила Павлова саламланă, тĕп документа шанчăклă упрама, унпа çыхăннă саккун тĕлĕшĕнчи требованисене вăхăтра пурнăçлама сĕннĕ.

95 çул — чикĕ мар

Кĕçĕн Таяпа ялĕнче пурăнакан Анастасия Александрова 95 çул тултарнă.

Тыл тата ĕç ветеранне территори пайĕн ĕçченĕсем Раççей Президенчĕн В.В.Путинăн саламне вуласа панă, парнепе чысланă. Анастасия Павловна пĕтĕм пурнăç тăршшĕпе Чкалов ячĕллĕ колхозра вăй хунă, унăн тăрăшуллă ĕçне нумай Хисеп тата Тав хучĕпе палăртнă. Мăшăрĕпе 7 ачана пурнăç парнеленĕ вĕсем, паян юбиляр тата 8 мăнукĕпе, 11 кĕçĕн мăнукĕпе йăпанать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code