Раççей ял хуçалăх надзорĕн Чăваш Енри тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри — хуçасăр ял хуçалăх çĕрĕсене тухăçсăр усă курассинчен хỹтĕлесси. Çак тĕллевпе управлени тăтăш тĕрĕслевпе надзор тата профилактика мероприятийĕсем йĕркелет.
Кун йышши лаптăксем çын сывлăхĕшĕн тата тавралăхшăн хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Тĕслĕхрен, тĕрĕслев вăхăтĕнче тупса палăртнă, анлă сарăлнă йăнăшсенчен çаксене асăнмалла: тăпран пулăхлă сийне ятарлă техникăпа куçарни тата усă курни, çĕр эрозийĕ, тăпрана хими япалисемпе, микроорганизмсемпе тата каяшсемпе варалани, çавăн пекех лаптăка çум курăк ярса илни.

