Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕр çыннине уй-хир кĕтет

Çĕр çыннине уй-хир кĕтет

Округ администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый ертсе пынипе акана тухас умĕнхи йăлана кĕнĕ анлă канашлу ĕçне яланхиллех ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертỹçисемпе специалистсем, территори пайĕсен пуçлăхĕсем, «Россельхозцентрăн» округри уйрăмĕн тата ветеринари станцийĕн специалисчĕсем хутшăнчĕç. Унта хускатнă пĕлтерĕшлĕ ыйтусем пурте пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă — вĕсен пĕлтерĕшĕ пĕрре: умри йывăрлăхсем çинчен шутламасăр çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене палăртнă вăхăтра тата чи пысăк пахалăхпа пурнăçласа хăварасси.

Уй-хир ĕçченĕсен çав-çавах çут çанталăк кăларса тăратакан условисемпе те килĕшме тиветех. Кĕтменлĕх вара вĕсемшĕн кашни утăмра тенĕ пекех. Кăçал, тĕслĕхрен, çур аки маларах пуçланчĕ тетпĕр пулин те агрономсем вăл вăраха тăсăлма пултарасран та иккĕленмеççĕ. Ир килнĕ çуркуннехи пĕр ăслă çанталăкра ĕçе татăклă-кĕсĕклĕ пурнăçлани ытлашши тăкаксем тăвасси патне илсе çитерме пултарнине çирĕплетеççĕ вĕсем.

ЧР Ял хуçалăх министерствипе муниципалитет округĕн администрацийĕ малтан килĕшсе татăлнине шута илсе 2025 çулта ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем пурĕ — 39517 (2024 çулхипе танлаштарсан, 100,3 процент), çав шутран ял хуçалăх предприятийĕсенче — 27063, хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 12454 гектар çĕр лаптăкне ĕçе кĕртме палăртнă. Тĕш тырă культурисен лаптăкĕ — 23182 (102 процент), çĕр улми — 347 (94,3 процент), пахча çимĕç — 98 (89,1 процент), техника культурисем — 2067 (84,9 процент), выльăх апачĕ валли усă куракан культурăсем 13814 гектар (101 процент) пулмалла. Ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Сергей Волков ыйтăва çийĕнчех уçăмлатса та пачĕ:

— 2024 çулхипе танлаштарсан, çĕр улмипе пахча çимĕç лаптăкĕсем чакнин вырăнне 2 процент ытларах тĕш тырă туса илме палăртатпăр, — терĕ вăл.

Ял хуçалăх организацийĕсенчи техника паркĕсем кашни çул çĕнĕ йышши ял хуçалăх машинисемпе пуянланаççĕ. Кăçалхи 3 уйăхра та пурĕ 11 единица — 57,6 миллион тенкĕлĕх çĕнĕ техника туяннă. Хальхи вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче шутланса тăракан 309 трактортан 284-шĕ пĕр харăс çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама хутшăнать. Черетлĕ ака çине çавăн пекех 100 автомашина, 14 ака комплексĕ, 98 сеялка, 110 культиватор хутшăнать.

Яваплă ĕçе пурнăçлама минераллă удобренисемпе (пурĕ 6376 тонна кỹрсе килнĕ, пĕтĕмпе кирлин 117 проценчĕпе танлашать), çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе (912 тонна е 143 процент) туллин саппасланнă. Вăрлăх та ытлашшипех хатĕрлесе хăварнă. Вăл усă курма пурĕ 3999 тонна кирлĕ пулсан, ăна 5315 тонна хывнă, унăн 136 проценчĕ ака кондицине тивĕçтернĕ. Пĕтĕмпе хатĕрленĕ вăрлăх виçин 36 проценчĕ чухлĕ — пурĕ 1420 тонна пахалăхлă вăрлăх туяннă.

Маларах каланисене пĕтĕмлетес пулсан: çурхи уй-хир ĕçĕсене агротехника йĕрки хушнă кĕске вăхăтра вĕçлеме, ытти тĕллевсене те ăнăçлă пурнăçлама округра мĕнпур майсем çителĕклĕ. Чи кирли вара — ĕç сыхлавĕн, хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнса ĕçлени. Çын сывлăхĕ пысăк кăтартуран хаклăрах пулнине ертỹçĕсемпе специалистсен яланах шута илме, асра тытма тăрăшмалла. Паллах, ĕçлекенсен хăйсен те тимлĕ, асăрхануллă пулмалла. Ака ĕçĕсене пурнăçлама хутшăнакансене, наркăмăшлă им-çамсемпе ĕçлекенсене медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăларасси, акари кашни самантпа тухăçлă усă курассине асра тытса ĕçлекенсенсене вырăнта апатланма условисем йĕркелесе парасси те тĕп ыйтусенчен пĕри пулмалла. Округ администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый çаксем пирки хытарсах каларĕ.

…Тĕрĕссипе илсен, округри ял хуçалăх организацийĕсенче çур аки ĕçĕсем мартăн 18-мĕшĕнчех пуçланнă. Уй-хире пуçласа кĕрхи культурăсемпе нумай çул ỹсекен курăксене минераллă удобренисемпе апатлантарма «Прогресс» АХО, «Комбайн», «Рассвет», Ленин ячĕллĕ, «Сатурн» ЯХПКсем, «Победа», «Энтепе» ОООсем тухнă. Аслă Елчĕкри Сергей Бобин хресчен (фермер) хуçалăхĕнче чи малтан — апрелĕн 4-мĕшĕнче пĕр çул ỹсекен курăксене акма тухнă. Ака ĕçĕсем кунран-кун вăй илсех пыраççĕ…

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code