Пĕтĕм Раççейри ялти командăсен «Ылтăн шайба» ăмăртăвĕ вĕçленнĕ.
Салават хулинче иртнĕ турнира пирĕн округри 2010-2011 çулсенче çуралнă арçын ачасем хутшăнассине те пĕлтернĕччĕ. Çапла майпа вĕсем Чăваш Ен чысне те хỹтĕленĕ.
16 команда 4-шар ушкăна пайланса вылянă. Вадим Ивановпа Юрий Рахмуллин ертсе пыракан дружина хăйсен йышĕнче 2-мĕш вырăна тухнă. Тепĕр çаврăмра Удмуртири «Ягуара» 3:10 шутпа выляса янă, Самара облаçĕнчи «Дубравăран» çакăншăн реванш илнĕ — 10:5. Анчах Тверь тăрăхĕнчи «Волна» командăпа тĕл пулсан каллех «такăннă»: 3:8. Çапла вара «Елчĕк» команда Раççейре 6-мĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Аван!
…Вăрнарта вăтам ушкăнри хоккеистсен финалĕ çĕнтерỹçе палăртнă. Вăл — вырăнти «Кристалл», Елчĕксенчен 7:4 шутпа выляса илнĕскер.
…Аслă Елчĕкре пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă ялти «афганецсене» асăнса черетлĕ турнир йĕркеленĕ. Виçĕ командăран унта Патреккелсем мала тухнă.

