Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕпрен юсаççĕ

Тĕпрен юсаççĕ

Юлашки çулсенче республикăра 111 шкула тĕпрен юсанă. Çак ĕç малалла пырать. Вĕрентỹ организацийĕсене çĕнетес ыйту республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан власть органĕсен тата муниципалитетсен ертỹçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлăвăн кун йĕркинче пулнă.

Вĕрентỹ министрĕ Дмитрий Захаров пĕлтернĕ тăрăх, асăннă ĕç валли пĕтĕмпе 7,3 миллиард тенкĕ тăкакланă. Пысăк пайне, 4,6 миллиард тенкине, федераци бюджетĕнчен уйăрнă. Кăçал федераци бюджечĕн укçипе усă курса 10 шкула тĕпрен юсама палăртнă — 2 миллиард ытла тенкĕлĕх. Иккĕшĕнчи ĕçсене пĕтернĕ ĕнтĕ, ыттисенче те вĕçленсе пыраççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code