Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çутă ĕмĕт малаллах чĕнет

Çутă ĕмĕт малаллах чĕнет

– Дария Даниловна, тух! – кашни кунах пĕр вăхăтра илтетĕп эпĕ хистевлĕ çирĕп сасă.

Ку – пирĕн ялти хисеплĕ Раиса Никоновна Смирнован, 90 çулхи тыл ветеранĕн сасси, пĕр кун сиктермесĕр скандинави мелĕпе утаканскерĕн. Тепĕр чухне урампа пыракан çамрăксенчен те юласшăн мар малалла талпăнать. Пурне те сывă пурнăç йĕркипе пурăнма чĕнет. Мана та хистесех хăйпе пĕрле уттарать.

– Скандинави уттин пулăшăвĕ куç кĕрет. Ывăннине те туймастăп. Çĕрле те пĕр вăранмасăр çывăратăп. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнмалла. «ЗОЖ» журнала вара куç пек кĕтетĕп. Ăна малти страницăран пуçласа вĕçне çитиччен пĕр сăмахне сиктермесĕр вуласа тухатăп. Ун çинчи сĕнÿсемпе анлă усă куратăп, – тесе вĕрентет пире Раиса Никоновна.

– Çавăн чухлĕ çирĕплĕх ăçтан тухать-ши сан? Эсĕ ыратнине те каламастăн.

– Атте-анне çирĕп сывлăхлă çуратнă пулĕ. Асаттен ашшĕ, Григорий Остроумов, 106 çула çитиччен пурăннă тесе каласа паратчĕ асанне. Хам утса тухнă çулсем те сывлăха хавшатман. Турă пулăшсах тăчĕ пулĕ. Шăпама ÿпкелеместĕп.

Почерк лайăх пулнă манăн. Çичĕ класс пĕтернĕ хыççăнах, 16 çултах, районти больницăна регистратурăна ĕçлеме илчĕç. Çав вăхăтрах ялсенче трахома чирĕ анлă сарăлнă пирки трахсестрана вĕрентсе Курнавăша ячĕç. Ун чухне пулас мăшăрăмпа, Александр Петрович Смирновпа, паллашрăмăр. Кайран Канашри медучилищĕрен вĕренсе тухса Çĕнĕ Пăвана ĕçлеме килтĕм. Çар фельдшерĕ пулнă Виталий Германовичпа пĕрле ял халăхĕн сывлăхĕшĕн тăрăшрăмăр. Вăл мана медицина пĕлĕвне пуянлатма нумай пулăшрĕ. Кил çинчен шухăшлама та вăхăт çукчĕ ун чухне. Яланах халăх çинче. Килрен киле çÿресе чирлĕ çынсене, ачасене сыватас тесе тимленĕ. Юрать мăшăрăм лайăх пулчĕ, «киле час таврăнмастăн» тесе ÿпкелешсе, айăпласа курман. Сивĕ сăмах каласа мар, сивĕ куçпа та пăхман ман çине. Килти ĕçсене тума мана кĕтсе ларман вăл, пурне те хăех пурнăçланă. Пилĕк ача çуратса çитĕнтертĕмĕр. Паян вара пурне те пăхса савăнатăп. Халĕ 9 мăнук, 10 кĕçĕн мăнук пирĕн…

– Раиса Никоновна, питĕ лайăх пурăннă çĕртех, çĕнĕ çурта пурăнма куçсан, мĕншĕн хулана тухса кайнă-ха эсир?

– Сĕнÿ паракан тупăнчĕ. 1966 çул. Ун чухне Çĕнĕ Шупашкарта хими комбинатне ĕçе кĕртеççĕ. Специалистсем çитмеççĕ теççĕ. Мăшăрăм кайма хирĕç пулмарĕ. Унта икĕ уйăх ĕçлесенех хваттер пачĕç. Вĕренÿ çулĕ вĕçленсен çемйипех куçса кайрăмăр.

Эпĕ 1966 çулхи июнь уйăхĕнче психиатри больницине ĕçлеме кĕтĕм те 1989 çулхи сентябрьччен унта тăрăшрăм. Пенсие тухсан та 12 çул ĕçлерĕм. Хулана кайнишĕн пĕрре те ÿкĕнместĕп. Ун чухне Правительство ĕçлекене питĕ лайăх пăхатчĕ. Тав хучĕ çине Тав хучĕ панă, тăтăшах канма янă. Ачасем те пурте вĕренсе тухса ĕç вырăнĕллĕ, хваттерлĕ пулчĕç.

– Акă эсир халĕ ялта. Каялла таврăнасси мĕнпе çыхăннă?

– Аттесен вырăнне, аппа патне, хăнана килтĕмĕр /хамăр çурта сутса хăварнăччĕ ĕнтĕ/. Çурчĕ япăхчĕ. Килсен-кайсан кĕме тесе мунча лартас шухăш çуралчĕ. Каярахпа мунча çеç мар, пÿртех лартас килсе кайрĕ. Çапла шухăшламан çĕртен ялтах юлтăмăр. Тăван, çуралнă вырăн хăй патнех туртать çав.

Мăшăрăм 81 çула кайсан кĕтмен çĕртен яланлăхах куçĕсене хупни чунăма амантса хăварчĕ. Пĕччен пурнăçа никам та кĕтмест. Ачасем хăйсем патне чĕнеççĕ, анчах çурта пăрахса каяс килмест. Ялтах лайăх маншăн. Кунĕпе ял хушшинче. Кампа кăна курса калаçмастăп. Библиотекăна çÿретĕп, ветерансен мероприятийĕсенчен юлмастăп. Чăхсем усратăп. Садпа, пахчапа савăнатăп. Ачасем килсех çÿреççĕ. Кĕçĕн хĕрĕм çемйипех пурăнма килетпĕр тесе савăнтарать. Халĕ çуллахи пÿрт туса лартрĕç-ха. Сывлăх çеç пултăр. Лайăх пуласса ĕмĕтленетĕп.

– Раиса Никоновна, санпа тĕл пулса калаçнă, утнă чухне тĕлĕнсе шухăшлатăп: хĕр чухнехи хушамат Остроумова. Апла эсир йăхĕпех çивĕч ăслă çынсем пулнă пулĕ? Пыракан автомашина номерне пăхса кам иртсе кайнине калатăн. Ялти нумай çыннăн çăмăл машини мĕнле номерлĕ пулнине пĕлетĕн. Вуласа тухнă кĕнекесен содержанине питĕ çыпăçуллă каласа кăтартатăн. Çĕршыври паллă çынсен хушамачĕ-ячĕсене астăватăн, тĕнчере мĕн пулса иртнине те пĕлсех тăратăн. Телевизор пăхнă чухне алă ĕçĕ те тăватăн. Куçусем çивĕч. Илемлĕ сăн-питĕре те çухатман…

– Ăс-тăн çивĕчлĕхĕ, сывлăх çирĕп пулни хамăртанах нумай килет. Пур-çукшăн кулянса лармалла мар. Эпĕ пурнăçра хама çирĕп тытма пĕлнĕ. Нăйкăшман. Мăшăрăм чĕнмесĕр выртнине пăхса çеç куççулĕ хăй сисмесĕрех юхрĕ те юхрĕ…. Ÿксе аманассинчен, чирлесе выртассинчен Турă сыхланă мана. Ырă кăмăлпа çутă пуласлăх çине шанса утсан пурте лайăх пулĕ.

Чăннипех те тăхăр теçетке çула хыçа хăварнă Раиса Смирнова ялти çамрăксемшĕн те, ватăсемшĕн те ырă тĕслĕх пулса тăрать.

Д.СМИРНОВА,
педагог-ветеран.
Курнавăш ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code