Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Наставникпа — тĕл пулу

Наставникпа — тĕл пулу

Шкулта вĕреннĕ çулсем — чи хаваслă та асра юлмалли самантсем. Вăл кашни çыншăнах ачалăхпа, яшлăхпа çыхăннăран пурнăçăн пĕр пайĕ пекех пулса тăрать. Хăйсен шăпине шкул пурнăçĕпе çыхăнтаракансемшĕн, пушшех, ĕмĕр манăçмаççех çак вăхăтсем. Ялти учителĕн тивĕçĕ вара уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулнине пĕлетпĕр. Мĕншĕн тесен кунта пурте пĕр-пĕрне паллаççĕ. Вĕрентекен те хăй лайăх пĕлекен çемьесенчи ачасене тивĕçлĕ пĕлỹ тата воспитани парассишĕн пысăк яваплăх илет. Темиçе ăрури ача-пăча унăн алли тата чун-чĕри витĕр тухать. Кăмăл-туйăм тĕлĕшĕпе илсен те тĕрлĕ енлĕн аталанакан тата шухăш-тĕллевлĕ ача-пăчашăн вăл ашшĕ-амăшĕ пекех çывăх пулса тăрать.

Раççейри Педагогпа наставник, Чăваш Республикинчи Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче вĕрентекенсемпе вĕренекенсем хушшинчи хутшăнăва çирĕплетессипе нумай ĕç туса ирттерме кирлине ăнланатпăр. Çакна асра тытса Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта пуçламăш классенче вĕренекенсене халалланă эрнере педагогика ĕçĕн ветеранне — Елена Ивановна Кузьминăна чĕнтĕмĕр. Вăл пирĕн йыхрава хапăлласа йышăнчĕ. 1-4-мĕш классенче вĕренекенсемпе йĕркеленĕ тĕл пулу, шкулти вĕренỹ кабинечĕсем пит çутă, илемлĕ пулнăран та пулĕ, кăмăла çĕклекен ăшă лару-тăрура иртрĕ. Çакна кура вăл пурин чун-чĕринче те нумайлăха асра юласса пĕлсе тăратпăр.

Иртнĕ çулсене аса илнĕ май кашни самант куç умне тухса тăчĕ. Вĕренекенсем шкул, учительсем çинчен сăвăсем вуларĕç. Вĕсемпе куçа-куçăн тĕл пулса калаçма тỹр килнипе тата вĕрентекенĕн ĕçри ăсталăхĕпе усă курса Елена Ивановна ачасен ĕмĕт-тĕллевĕсем çинчен те ыйтса пĕлме пултарчĕ. Вĕренекенсем унпа чунĕсене яриех уçса калаçма пултарчĕç.

Аслă юлташăмăра, педагогика ĕçĕн ветеранне ăшă тĕл пулу йĕркелеме пулăшнăшăн шкул коллективĕ ячĕпе чун-чĕререн тав тунине пĕлтеретпĕр.

О.КРУГЛОВА,
Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта кĕçĕн классене вĕрентекен.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code