Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Нюрнберг»

«Нюрнберг»

Кинотеатрсенче «Нюрнберг» илемлĕ фильм кăтартма пуçланă. Николай Лебедев режиссер ỹкернĕ картинăна Александр Звягинцевăн «На веки вечные» романне тĕпе хурса хатĕрленĕ.

Драмăра 1945-1946 çулсенче иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери çар трибуналĕ — Виççĕмĕш Рейх ертỹçине суд туни — çинчен каласа кăтартнă. Унти ĕç-пуç Нюрнбергра пулса иртет. Совет салтакĕсем Германире мирлĕ пурнăçа йĕркеленĕ тапхăрта подпольщиксемпе кĕрешеççĕ. Фашизм идеологийĕпе минренисем вăрçă пĕтсен те хăйсен усал ĕçĕсене тума пăрахмаççĕ. Вĕсем совет çыннисене, вĕсен пуçарăвĕсене тĕп тăвас тесе айăпсăр ачасене, мĕскĕн ватăсене вĕлереççĕ.

Фашистсен ĕçĕ епле ирсĕр те хăрушă пулнине тĕплĕн сăнланă фильмра истори чăнлăхĕ куç умне тухать,унта Раççей, Германи, Чехи, Аслă Британи, Франци, Австри, Дани актерĕсем ỹкерĕннĕ. Чăнлăха кăтартнисĕр пуçне ырри усаллине çĕнтернине, айăплисем явап тытнине те çирĕплетет фильм.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code