Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Лайăххисене палăртнă

Лайăххисене палăртнă

Районти сывлăх учрежденийĕнче 132 медицина сестри вăй хурать. Вĕсен ĕçне Валентина Мекшеева тĕп медицина сестри йĕркелесе, тишкерсе пырать.

Çулсеренех вĕсем хушшинче «Чи лайăх медицина сестри» конкурс ирттересси ырă йăлана кĕнĕ. Кăçал та сывлăха сиплекенсен ĕçне тăватă номинаципе хакланă. Тест ыйтăвĕсене хуравланисĕр, професси маçтăрлăхне ĕнентернисĕр пуçне, юрă-ташăри пултарулăхне, кулинари ăсталăхне те кăтартма тивнĕ.

«2019 çулхи чи лайăх медицина сестри» ята чи нумай балл пуçтарнă анестезипе реанимаци уйрăмĕн медицина сестри Надежда Сусметова çĕнсе илнĕ. Функционаллă диагностика кабинетĕнчи Светлана Миллина, физиотерапи уйрăмĕнчи Ирина Кириллова, Хĕрлĕçырти ФАП заведующийĕ Лилия Осипова, хирурги, терапи уйрăмĕсенчи Галина Яковлевăпа Надежда Волкова тĕрлĕ номинацисенче палăрнă.

В.АЛЕКСЕЕВА.

Сăн ÿкерчĕкре: В.Мекшеева.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code