Вторник, 16 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Сывлăхлă пулни – телейпе çиçни

Сывлăхлă пулни – телейпе çиçни

Тĕп больница специалисчĕсем районти халăха квалификациллĕ медицина пулăшăвĕ параççĕ.

Организацин тытăмĕнче – поликлиника, талăкĕпех ĕçлекен стационар, поликлиника çумĕнчи кăнтăрлахи стационар, 7 врач амбулаторийĕ, 23 фельдшерпа акушер пункчĕ. Çавăн пекех ялсене тухса çÿрекен тухтăрсен бригади пациентсене вырăнта консультаци парассине йĕркеленĕ.

Ял çынни лайăх пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе пĕр чăрмавсăр усă куртăр тесе çулсерен учрежденисене хăтлăх кĕртетпĕр. Иртнĕ çул республика уйăрнă 7 миллиона яхăн тенкĕпе пилĕк объектра юсав ĕçĕсем ирттернĕ, вăл шутран 1,5 миллион тенкĕлĕх çĕнĕ оборудованисемпе сĕтел-пукан туяннă.

Кăçал 1,2 миллион тенкĕ тăракан колоноскоп, 1,9 миллион тенкĕлĕх икĕ стоматологи установки илсе лартнă. Юсав ĕçĕсем хыççăн физиотерапи уйрăмĕ, хĕрарăмсен консультацийĕ, Çĕнĕ Пăвари врач амбулаторийĕ мĕнпур требованисемпе стандартсене тивĕçтереççĕ. Кăçал тата виçĕ объектра тĕплĕ юсав ĕçĕсем ирттерме, унта республика бюджетĕнчен 3,7 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă.

Медперсоналпа пациентсене ĕçлеме тата сипленме тивĕçлĕ условисем йĕркеленĕ. Больницăра электронлă медицина докуменчĕсене ĕçе кĕртеççĕ, электронлă больничнăй хучĕсем параççĕ. Наставник ĕçне уйрăмах пысăк вырăна хуратпăр. Ĕç вырăнĕнче сывлăха упрас тĕллевпе хамăр сывлăхшăн та куллен тимлетпĕр. Пирĕн туслă коллектив районти, республикăри спорт мероприятийĕсенчен аякка пăрăнмасть. Вырăнти çамрăксен канашĕ республикăри фестивальсемпе конкурссене яланах активлă хутшăнать, тăтăшах призлă вырăнсем çĕнсе илет. Иртнĕ çул республикăри çамрăксен канашĕсен хушшинчи тупăшура пирĕн çамрăксем чи лайăххисен йышне кĕнишĕн мăнаçланатпăр. Вырăнти профсоюз организацийĕн ĕçĕ те курăмлă. Кăçал вăл республикăри сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче тăрăшакансен конкурсĕнче виççĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ.

Район больницин мухтавлăхĕ – иртнĕ ĕмĕрĕн çитмĕлмĕш çулĕсенчех сотрудниксенчен йĕркеленнĕ хор. Унта çÿрекенсем кăçал республикăри «Профсоюз çуркунни» конкурсра хăйсен пултарулăхĕпе тивĕçлипе палăрчĕç.

Больницăн спорт команди те çулсерен çĕнĕ ÿсĕмсемпе савăнтарать. Акă, пĕлтĕр Чăваш телерадиокомпани ЧР сывлăха сыхлас министерствипе пĕрле йĕркеленĕ «Телерадиодесант: сывлăх хумĕ çинче» республикăри сывату акцийĕнче эпир виççĕмĕш вырăн йышăнтăмăр.

Хисеплĕ ветерансемпе ĕçтешсене професси уявĕпе саламласа хастар кăмăл, ырă пуçарусемпе ăнăçусем, паллах, çирĕп сывлăх сунатăп.

Н.УРКОВА,
районти тĕп больницăн тĕп тухтăрĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code