Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕрлĕ ыйту тавра

Тĕрлĕ ыйту тавра

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, организацисемпе учрежденисен ертÿçисемпе ирттернĕ тунтикунхи канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă тĕрлĕ ыйту тавра пычĕ калаçу.

Çулталăк вĕçленсе пынă май, кирек хăш отрасльте те пĕтĕмлетÿ тăвасси йăлана кĕнĕ. Финанс, налук проблемисене уçăмлатассинче пушшех те витĕмлĕ курăнать çакă. Район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Ирина Теллина пĕлтернĕ тăрăх, 2021 çулта ял тăрăхĕсен бюджечĕсене налук тата налук мар тупăшсем пĕтĕмĕшле 24872,4 пин тенкĕ кĕмелле пулнă пулсан, декабрĕн 10-мĕшĕ тĕлне 24509,7 пин тенкĕ кĕнĕ, ку вăл 98,5 процентпа танлашать. Çакă районшăн лайăх кăтарту.

Уйрăм çынсен пурлăх налукне пуçтарассине илес-тĕк тата 26,6 процент хывас пулать. Ку тĕлĕшпе Çирĕклĕ Шăхаль /59,4 процент/, Лаш Таяпа /51 процент/ ял тăрăхĕсен администрацийĕсен уйрăмах çирĕп утăм туни кирлĕ. Çĕр налукĕ пухассипе ĕç кал-каллăхĕ курăнать: кунта район шайĕпе 10 процент кăна юлать плана тултарма.

Çав вăхăтрах вырăнти бюджетпа пăхнă расхутсене /ĕç укçи, страховани взносĕ, коммуналлă тăкаксем…/ те çĕнĕ çулччен туллин усă курас пулать. Аслă Елчĕк, Курнавăш, Тăрăм ял тăрăхĕсен администрацийĕсем кунта ăнăçлăрах ĕçлени паллă.

Райадминистрацин пуçлăхĕн çумĕ – экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Марина Павлова çĕрпе çыхăннă ыйтусене хускатрĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, паянхи кун тĕлне район территорийĕнче 8644 уйрăм хушма хуçалăх шутланать. Вĕсенчен чылайăшне хăйсен ĕçне йĕркелеме уйсенчи ял хуçалăх тĕллевлĕ çĕрсене патшалăх акчĕпе килĕшÿллĕн харпăрлăха панă.

Юлашки çулсенче çавнашкал харпăр хăй çĕрĕсене саккунлă майпа регистрацилесси пырать. 834 лаптăкăн 362 гектарне аренда килĕшĕвне кĕртнĕ ĕнтĕ. Унăн çулталăкри сумми – 174 пин тенкĕ.

Хушма хуçалăх йĕркелеме уйрăм çынсене çĕр уйăрса парасси вĕçленмен-ха. Кăçал кăна çак тĕллевпе 14 гектар çинче 21 çĕр лаптăкĕпе тивĕçтернĕ. Хальхи вăхăтра, ытларахăшĕ Лаш Таяпа ял тăрăхĕнче, 40 гектар çинчи 86 çĕр лаптăкне саккунлă майпа çирĕплетесси пырать.

Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене, вĕсемпе уйрăм çынсем усă курмаççĕ пулсан, вырăнти ЯХПКсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсене параççĕ. Çавăн пекех çĕр лаптăкĕн пĕр пайне выльăх кĕтĕвĕ тытма та уйăрма май пур.

– ЧР Ял хуçалăх министерствин статистики тăрăх, ку ыйтупа ĕçлессинче эпир республикăра чи лайăххисен шутĕнче, – палăртрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, – анчах çакă лăпланса лармаллине пĕлтермест. Ял тăрăхĕсен администрацийĕсен граждансем кашни пусăм çĕр лаптăкĕпе пĕлсе тата тухăçлă усă курнине контрольлесех тăмалла. Ăна регистрацилессине, тăтăшах мониторинг тăвассине, аренда укçи тÿлессине шута илмелле.

Пĕр тесен, кирек мĕнле харпăрлăхра пулсан та, кашни метр çĕрĕн хуçи пулма кирлĕ. Вăл тухăçне патăр, хыт хурапа йывăç-тĕм айне ан пултăр.

Çĕнĕ çул та çывхарать, çĕнĕлĕхсем илсе килет. РФ Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи клиент службин ертÿçи Владимир Егоров тĕрлĕ категорири граждансене пырса тивекен социаллă пулăшу мерисемпе паллаштарчĕ. Ун çинчен хаçатăн çитес номерĕнче анлăрах çутатăпăр.

/Хамăр корр./.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code