Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Выльăх апачĕ хываççĕ

Выльăх апачĕ хываççĕ

Районти ытти ял хуçалăх предприятийĕсенчи пекех, акционерсен «Прогресс» хупă обществинче те халĕ выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç хĕрсе пынă вăхăт.

Кунта нумай çул ÿсекен курăксен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 800 гектар йышăнать. Вĕсене çулнинчен хальлĕхе 373 тонна /выльăхсене хĕл каçарма пĕтĕмпе кирлин 89 проценчĕ чухлĕ/ утă, 1100 тонна /16 процент/ сенаж хатĕрленĕ. Выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçре çĕнĕ йышши хăватлă техникăсемпе усă курни ĕçе тухăçлă, кал-кал йĕркелеме май парать.

Яваплă ĕçре шанăçа тивĕçлипе тÿрре кăларакан механизаторсене те ятран палăртмалла. Çулнă çĕрте усă куракан агрегатсене Владимир Воронцовпа Леонид Иванова шанса панă. Петр Доброхотов ворошилкăпа курăка кушăхтарать, Валерий Охотин, Владимир Борисов, Рудольф Федотов, Геннадий Горшков, Дмитрий Марков механизаторсем утă тюкланă çĕрте вăй хураççĕ. Водительсем: Александр Егоров, Алексей Колсанов, Николай Романов, Геннадий Выйгетов, Владимир Соловьев тата Андрей Немцев.

Сăн ÿкерчĕкре: утă хатĕрлекенсен пĕр ушкăнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code