Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тăлăх ачасене – хваттер

Тăлăх ачасене – хваттер

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый иртнĕ эрнере тăлăх ачасене савăнăçлă лару-тăрура хваттер уççисене пама хутшăннă.

Хваттерлĕ пулнисен йышĕнче: Анжелика Маркова /Кавал/, Алена Кантеева /Аслă Елчĕк/ тата Лиана Синицына /Çĕнĕ Пăва/. Сăмах май, çулталăк вĕçлениччен ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр тăрса юлнă тепĕр тăлăх ачана хваттерпе тивĕçтереççĕ.

Патшалăх пулăшнипе усă курса çурт-йĕрлĕ пулса тăнă çамрăксем район ертÿлĕхĕн, «Стройэнергосервис» строительство организацийĕн ячĕпе тав сăмахĕ каланă. Урăхла пулма та пултараймĕ, кунти хваттерсем чăннипех хăтлă. Вĕсене уйрăм хутса ăшăтмалла тунă, газ плити, сантехника вырнаçтарнă…

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code