Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сĕт юр-варĕнчен – суя сыр

Сĕт юр-варĕнчен – суя сыр

Россельхознадзор 2018 çулта Раççейре тĕрĕсленĕ сĕт продукцийĕн тăваттăмĕш пайĕ суя пулни çирĕпленнĕ.

Патшалăх мониторингне пурнăçланă май сĕт юр-варĕн тĕслĕхĕсене тĕпченĕ, чи ăнăçсăр регионсене палăртнă.

– Пуринчен ытла Сахалин, Мурманск, Астрахань облаçĕсенчи, Ямал-Ненец, Ханты-Манси автономи округĕсенче, Камчатка, Хабаровск крайĕсенче, тĕлĕнмелле те – Ленинград облаçĕнче суя продукци çаврăнăшĕпе çыхăннă лару-тăру уйрăмах пăшăрхантарать, – тесе каласа кăтартнă Россельхознадзор ертÿçин çумĕ Николай Власов Мускавра ирттернĕ пресс-конференцире.

Сĕт продукцийĕнчен ытларах чухне суя сыр тунине палăртнă. Иртнĕ çул тунă пробăсен 20 проценчĕ пахалăх енчен тивĕçтермен. Кăçалхи пĕрремĕш икĕ уйăхри кăтартусем, пушшех, шухăшлаттараççĕ – суя сыр 43 процента çитнĕ.

2018 çулта лавккасен сентри çине çитнĕ çак продуктсене тишкерес пулсан, Пенза облаçĕнче хăрушлăх пысăк пулнă – сыр продукчĕн 90 проценчĕ стандарта тивĕçмен. Челябинск, Орлов облаçĕсем, Карели Республики пирки те çакнах каламалла. 2019 çулхи икĕ уйăхри кăтартусем тăрăх ку енĕпе Пенза облаçĕ «малта», тĕпченĕ пробăсенчен 96 проценчĕ – суя. «Малтисен» ретне çавăн пекех Омск облаçĕ, Мордови те лекнĕ. Ставрополь крайĕнче пуринчен ытла йĕркене пăснине тупса палăртнă.

Ытларах чухне сыра ÿсен-тăран çăвĕ хушни паллă. Нумай чухне – пальма çăвĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ юлашки темиçе çул «пальма» импорчĕ ÿссе пырать. Унсăр пуçне, сырта крахмал, типĕтнĕ сĕт тата соя пулма пултарать. Ку та – ултав. Çавăн пекех ку йышши продукцире çу, белок тата нÿрĕклĕх шайĕ йĕркепе килĕшсе тăманнине палăртаççĕ Россельхознадзорта.

Хатĕр сĕт продукцине «Меркурий» тытăма кĕртни малашне суяпа çыхăннă лару-тăрăва уçăмлатма пултарасса шанаççĕ. Сăмах май, пĕлетпĕр, 2018 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ветеринари докуменчĕсене предприяти-хуçалăхсем асăннă тытăмра электронлă майпа хатĕрлеме тытăнчĕç.

Кăçал Чăваш Ене Мускав, Чулхула, Брянск облаçĕсенчи, Пермь крайĕнчи предприятисенчен кÿрсе килекен апат-çимĕç иккĕленÿ çуратнă. Хамăр республикăра туса кăларнă продукци тĕлĕшĕпе те ыйтусем пур. 2018 çулта пахалăх енчен тивĕçтермен продукци кăларнă 12 предприяти тĕлĕшпе лаборатори тĕрĕслевĕсене вăйлатнă, вĕсене административлă майпа явап тыттарнă.

Н.ВАСИЛЬЕВА,
Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code