Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Цифрăшăн» – компенсаци

«Цифрăшăн» – компенсаци

Кăçалхи апрелĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Ен цифра телекуравĕ çине куçрĕ.

Çавна май, хаçатра маларах та çырнăччĕ, халăхăн сахал тупăшлă категорийĕсен, Тăван çĕршывăн аслă вăрçин ветеранĕсен ятарлă оборудованисем туянса пулнă тăкакĕсене бюджетран саплаштарма йышăннă. Вĕсен, паллах, районти собеса паспорт копийĕсене, ачасем /усрава илнисем/ çуралнине ĕнентерекен свидетельствăсене, çемье членĕсен юлашки 3 уйăхри тупăшĕсене çирĕплетекен справкăсене, оборудованин эксплуатаци докуменчĕсене, оборудование туяннă чухнехи тÿлев докуменчĕсене тăратмалла.

Компенсацие тÿлевсĕр цифра каналĕсен сигналĕсене тытакансене /1750 тенкĕрен ытла мар/, сигнал çитеймен ялсенчисене /6500 тенкĕрен ытла мар/ 1 хутчен тÿлеççĕ. «Цифра» хатĕрĕсене 2018 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2019 çулхи июлĕн 31-мĕшĕччен илнине шута илеççĕ.

Июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне заявлени панă республикăри 318 çынна 485,7 пин тенкĕ тÿленĕ. Çак тĕллевпе 2019 çула 9,8 млн тенкĕ пăхса хăварнă. Елчĕк районĕпе илсен çÿлерех палăртнă кун тĕлне 13 çемьене 10500 тенкĕлĕх компенсаци панă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code