Понедельник, 6 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Уяв программи пуян

Уяв программи пуян

Мартăн 20-мĕшĕнче «Шупашкар-Арена» пăр керменĕнче Телейлĕ ачалăх çулталăкне уçĕç. Унта тĕрлĕ хулапа округра пурăнакан 4500 ача, педагогсемпе вĕрентỹ пайĕн ертỹçисем хутшăнĕç.

Вĕсем вĕренỹре, спортра, тĕпчевпе шырав ĕçĕсенче, тĕрлĕ конкурсра палăрнисем, ача-пăча юхăмĕсен хастарĕсем, ашшĕ-амăшĕн хỹттисĕр юлнă тата сусăр ачасем. Уявра 38 интерактивлă лапам ĕçлĕ — культурăпа кану мероприятийĕсем йĕркелĕç, ăсталăх сехечĕсемпе квестсем, вăйăсем ирттерĕç, паллă çынсемпе тата специалистсемпе тĕл пулĕç. Тĕссен курăнăвĕ, видеошоу, экран çинче чи пултаруллă ачасене кăтартни уява пуянлатĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code