Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кĕçех татса параççĕ

Кĕçех татса параççĕ

«Çĕнĕ вăхăтпа пурăнма тытăнăпăр-и?» – ыйтăва республикăра тăтăшах çĕклеççĕ, анчах ăна татăклăн сÿтсе явман-ха.

Чăваш Ене виççĕмĕш сехет зонине /МСК-1/ куçарасси пирки республикăн Патшалăх Канашĕн депутачĕсем те регион ертÿçипе йĕркеленĕ тĕл пулура çĕкленĕ.

Экономика политикин, агропромышленность комплексĕпе экологи комитечĕн председателĕ Сергей Павлов ку ыйту патне республикăра пĕрремĕш çул мар таврăннине каланă.

«Ял çыннисем сехет йĕпписене куçармалли пирки, çакă кунсеренех уй-хир ĕçĕсем валли хушма май туса панине калаççĕ. Бизнес, хуласенче пурăнакансем пĕр шухăш патне пыни çук», – палăртнă депутат.

Республика ертÿçи ку ыйтăва парламент итлевне кăларма сĕннĕ.

Аса илтеретпĕр, Чăваш Ен Мускавпа пĕр сехет поясĕнче. Çакă вара çуркуннехи-çуллахи вăхăтра, хĕвел ытла ир тухнă тата аннă чухне, меллĕ мар. Пирĕн кÿршĕсенчен тепĕр сехет поясне Ульяновск облаçĕ куçнă. Ку ĕç 2016 çулта пулса иртнĕ. Малашне хăш вăхăтпа пурăнассине кĕçех татса парĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code