Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Питтĕпел ăсчахĕ

Питтĕпел ăсчахĕ

Пурăннă пулсан Василий Семенов ăсчах январĕн 9-мĕшĕнче 95 çул тултарнă пулĕччĕ.

Василий Петрович 1926 çулта Питтĕпел ялĕнче çуралнă. 1943-1950 çулсенче çар службинче тăнă. Унтан таврăнсан Пушкин ячĕллĕ колхозра вăй хунă. 1951 çулта ăна районти «Колхоз ялавĕ» хаçатра ответлă секретаре ĕçлеме илнĕ. 1954-1958 çулсенче вăл Мускавра парти аслă шкулĕн журналистика уйрăмĕнче вĕренет. Ун хыççăн «Колхоз ялавĕ» хаçат редакторĕнче вăй хурать. 1965-1968 çулсенче – КПСС Елчĕк райкомĕн секретарĕ. 1968-1972 çулсенче Василий Семенов райĕçтăвком председателĕнче тăрăшать. 1972 çулта пултаруллă ентешĕмĕре Чăваш АССР Министрсен Канашĕн пай заведующине лартаççĕ. Унтан – Министрсен Канашĕн ĕçĕсен управляющийĕнче. 1980 çултан пуçласа Чăваш АССР Министрсен Канашĕ çумĕнчи чĕлхе тата экономика, наукăпа тĕпчев институчĕн аслă сотрудникĕнче ĕçлет. 1983 çулта Василий Петрович филологи наукисен кандидачĕн диссертацине хÿтĕлет.

В.Семенов ĕçне патшалăх пысăка хурса хакланă. Ăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Хисеп Палли орденсемпе, медальсемпе наградăланă. Вăл Шупашкарта пурăннă. Василий Петрович 1984 çулхи мартăн 10-мĕшĕнче, 59 çула кайса, вилнĕ. Ăна Питтĕпел ялĕн масарне пытарнă.

Сăн ÿкерчĕкре: В.Семенов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code