Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Телейне ĕçре тупнă

Телейне ĕçре тупнă

Мария Филипповна Филатова /хĕр чухнехи хушамачĕ – Николаева/ Элекçей Тимеш ялĕнче йышлă çемьере çуралса ÿснĕ. Вунă пĕр тăван пулнă вĕсем: Петр, София, Ананий, Леонтий, Анна, Арсений, Валентина, Мария, Елизавета, Нина. Вĕсенчен виççĕшĕ – Анна, Арсений, Валентина чире пула çамрăклах пурнăçран уйрăлнă.

Амăшĕ – Ирина 1911, ашшĕ – Филипп 1910 çулсенче çуралнăскерсем, нушине нумай курнă. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем йĕркеленме тытăнсанах вĕсем колхоза кĕнĕ. Ĕмĕрĕпех унта тăрăшнă, выльăх-чĕрлĕх усранă. Ачисем те çамрăклах ашшĕ-амăшĕ çумĕнче ĕçе кÿлĕннĕ. Мариян ашшĕне, куçĕ начар курнăран, салтака каяссинчен /çар тивĕçне пурнăçлассишĕн пит хытă тăнă пулсан та/ хăтарнă.

Ашшĕпе амăшĕ ялти шкулта пĕлÿ илнĕ ачисене малалла вĕренме хистемен. Ялтах ĕçлесе пурăнмалла, ывăлсене çурт лартса памалла, тенĕ. Çапах Мария Филипповнан пуçĕнчен малалла вĕренес шухăш тухман. Елчĕк шкулĕнчен, 10 класран вĕренсе тухнă хыççăн Патăрьелĕнчи ветсанитари училищине вĕренме кĕнĕ, ветсанитар специальноçне алла илнĕ. Ун хыççăн Патреккел фермине дояркăна ĕçлеме вырнаçнă. Елена Быкова, Мария Филимонова, Нина Трифонова, Нина Енейкина, Валентина Трифонова, Елизавета Енейкина ĕне сăвакансемпе килĕштерсе ĕçленине кура çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тунине каласа кăтартать Мария. Вăл вăхăтра фермăна Аркадий Доброхотов ертсе пынă. Ферма заведующийĕ ĕçлекенсенчен çирĕп ыйтнă. Мария Филипповна 1979 çулта, дояркăра ĕçленĕ вăхăтрах, Пăва хулинчи ветеринари техникумне вĕренме кĕрет, зоотехник специальноçне алла илет. Ун хыççăн фермăра нумай çул учетчицăра, каярахпа ферма заведующийĕнче вăй хунă.

1985 çулта Елчĕкри Вячеслав Филатовпа пĕрлешсе çемье çавăрнă. Ун хыççăнах ăна Елчĕк фермине заведующи пулма çирĕплетнĕ. Вăл вăхăтра кунта Елена Никифорова, Анна Николаева, Нина Кириллова, Лариса Шакова, Валентина Мулендеева, Светлана Григорьева дояркăсем пулса вăй хунă. Ĕçлĕ ăмăртура Елена Никифоровăпа Нина Кириллова яланах малти ретре пулнă.

Мария кунти фермăра ĕçлеме пуçланă вăхăтра хĕсĕр ĕнесем чылай пулнă. Çак çитменлĕхе пĕтерессипе нумай ĕçлеме тивнĕ унăн. Каярахпа Елчĕк ферми сĕт туса илессипе малтисен ретне кĕнĕ. Ферма ял çывăхĕнче пулнăран обществăлла выльăх-чĕрлĕхе тăрантарма хатĕрленĕ утă-улăма тата ыт. те уйрăм хуçалăхри çынсем вăрлас хăрушлăх пулнă. Çакна асра тытса ферма заведующийĕ сыхлăха ÿстерессине тĕп вырăна хунă. Елчĕк фермине 20 çул çирĕп алăра тытса пынă Мария Филатовăна пархатарлă ĕçĕшĕн «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», «Хисеплĕ колхозник» ятсене парса чыс тунă. Паллах, унăн «Ĕç ветеранĕ» медаль те пур. Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн вăл килти хуçалăхра чăх-чĕп ÿстерет, тĕрлĕрен пахча çимĕç туса илет. Пĕр тăванĕсемпе тата вĕсен çемйисемпе килĕштерсе пурăнса хăйне канлĕх тупать.

Г.БАРАНОВА,
Елчĕк ялĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: «Прогресс» колхоза йĕркеленĕренпе 50 çул çитнине халалланă уявран. Сылтăмран иккĕмĕшĕ – Мария Филатова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code