Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Черетлĕ канашлура

Черетлĕ канашлура

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа – çурт-йĕре хута ярас тата ял тăрăхĕсенче хуçасăр пурлăха харпăрлăх правине куçарас ĕç-хĕл пирки Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алина Смирнова тата Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Галина Адюкова каласа панă. Вĕсем çуртсене, хушса тунă çуртсене шута илессипе тĕллевлĕ ĕçленине, анчах хуçасем куçман пурлăха регистраци тăвас енĕпе йывăрлăхсем тухса тăнине пĕлтернĕ.

2020-2021 çулсенчи хутса ăшăтмалли тапхăра мĕнле хатĕрленни пирки район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый, райадминистрацин пурăнмалли çурт-йĕрпе капиталлă строительство пайĕн пуçлăхĕ Николай Петров, культура тата информаципе тивĕçтерекен пайăн ертÿçи Зарема Князева отчет туса панă. Вĕсем кашни сферăра хатĕрленÿ ĕçĕсем планпа килĕшÿллĕн пулса пынине пĕлтернĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ ялсенче юхăнса кайнă лаптăксене ĕçе кĕртсе çурт-йĕр строительствине аталантармалли курăмлă задачăсем, сентябрĕн 25-мĕшĕнче мĕнпур социаллă объекта ăшăпа тивĕçтермеллине палăртнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code