Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Коллективра ырă ятлă

Коллективра ырă ятлă

Елчĕкри районсем хушшинчи почта çыхăну управленийĕн сортлакан уйрăмĕнче паянхи кун Елена Патшина, Ираида Егорова, Алевтина Осипова сортировщицăсем тăрăшаççĕ.

Яваплăха çирĕп туяканскерсене ирех тăрса пуринчен малтан ĕç вырăнне çитесси те хăратмасть.

– Ĕçе юратни пурнăçра тĕл пулакан пур чăрмава та çĕнтерсе пыма пулăшать, вăй парать, – теççĕ вĕсем кăмăллăн.

Хаçат-журнала, районти тĕрлĕ ялсенче пурăнакансен ячĕпе килнĕ çырусемпе посылкăсене автомашинăран пушатса тата вăхăтлă уйăрса ял тăрăхĕсенчи почта çыхăну уйрăмĕсене çитерме хатĕрлесси – вĕсен тĕп ĕçĕ.

Елена Патшина Елчĕкри почтамтра 1981 çултанпах тăрăшать, маларах оператор тивĕçне пурнăçланă вăл, сортлакан уйрăмра пĕр улшăнмасăр 10 çул ĕçлет. Ираида Егорова почта çыхăну уйрăмĕнче 2004 çултанпа, асăннă уйрăмри ĕç стажĕ – 8 çул. Алевтина вара кунта 2017 çулта ĕçлеме пуçăннă, аслă юлташĕсенчен вĕренсе тата хăнăхса пырать вăл.

Сортировщицăсем коллективра ырă ятлă, вĕсен ĕçĕпе почта çыхăну уйрăмĕн ертÿçи Алена Головина та кăмăллă.

Е.ПЕТРОВА сăн ÿкерчĕкĕнче: Елена Патшинăпа Ираида Егорова ĕç вырăнĕнче.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code