Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Мал ĕмĕтлĕ хĕрача

Мал ĕмĕтлĕ хĕрача

Ольга Маркова Лаш Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 11 класра вĕренет. Яманчÿрелĕнчи Елена Ивановнăпа Юрий Леонидовичăн аслă хĕрĕ класри юлташĕсемшĕн кăна мар, хăйĕн шăллĕпе йăмăкĕшĕн те ырă тĕслĕх пулса тăрать.

Оля 6-мĕш класа кунта вĕренме килнĕ. Çак тапхăрта вăл пĕлÿлĕхе ăнтăлнипе, общество пурнăçне хастар хутшăннипе палăрать. Пысăк тавра курăмлă вĕренекен кашни çулах шкулта, районта иртекен тĕрлĕ конкурссене, предметсен олимпиадисене хастар хутшăнать. Тăххăрмĕш класран пуçласа экологи, биологи, хими предмечĕсен олимпиадисенче пысăк пултарулăх кăтартать. Кăçал та вăл районти, регионти олимпиадăсенче призерсен йышне кĕнĕ.

— Эпĕ хамăн пурнăçăма медицинăпа çыхăнтарасшăн, — пĕлтерет мал ĕмĕтлĕ хĕрача.

Аппăшĕ Вика йăмăкне вĕренÿре пулăшать. Вăл та, саккăрмĕш класра вĕренекенскер, И.Павлова вĕрентекен ертсе пынипе биологи, экологи предмечĕсен олимпиадисене хутшăнать, пултарулăхĕпе савăнтарать.

Вĕренÿри ăнтăлушăн кăçал Ольга Маркова ЧР Пуçлăхĕн ятарлă стипендине тивĕç пулнă. Пултаруллă хĕрачана умри ĕмĕтсене пурнăçа кĕртме ăнăçу сунатпăр.

В.КИРИЛЛОВА сăн ÿкерчĕкĕнче: О.Маркова стипендиат.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code