Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Грипран хÿтĕленсе

Грипран хÿтĕленсе

Часах грипп тата пыр-карланкă чирĕсем пуçланас тапхăр çитет. Çавăнпа та вĕсенчен сыхланмалли чи шанчăклă мел вăл вакцинаци. Ăна кĕркунне, эпидеми пуçланиччен тăваççĕ. Вакцинацине вăхăтра туни чир-чĕртен сыхлать, чир ерсен те ăна çемçен ирттерсе яма пулăшать. Прививка туни пĕр çулталăка пырать, çавăнпа та ăна çулсеренех пурнăçлаççĕ. 1-11-мĕш классенче вĕренекенсене, йывăр çын хĕрарăмсене, студентсене, аслă ăру çыннисене, шала кайнă чирсемпе асапланакансене, 60 çултан иртнисене, педагогсемпе медицина ĕçченĕсене, пулăшу тата çул-йĕр çинче ĕçлекенсене прививкăна тÿлевсĕрех тăваççĕ. Районта çак тапхăрта 7903 çынна, вăл шутран 1903 ачана прививка тума палăртнă. Вакцинаци тумалли «Совигрипп» препаратне 870 доза илсе килнĕ. 6 çултан пуçласа 18 çулчченхи ачасене вакцинаци тума профилактика прививкисен планĕпе килĕшÿллĕн участоксене уйăрса панă.

Сывлăха упрар, грипран хÿтĕленер. Предприятисемпе учрежденисен, организацисен ертÿçисене хăвăр патăрта ĕçлекенсен сывлăхĕшĕн тăрăшса вакцинаци ĕçне хутшăнма чĕнетпĕр.

Г.УФУКОВА,
районти тĕп больницăн тĕп тухтăрĕн çумĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code