Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Шкул – пысăк çемье

Шкул – пысăк çемье

Сисĕнмесĕрех çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ. Вăл яланхиллех вĕр çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевсем, шухăшсем илсе килет. Çак кунсенче районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан чи пысăк вăтам шкул директорĕпе, Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕпе Лариса Васильевăпа тĕл пулса вĕренÿ учрежденийĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки калаçрăмăр.

– Лариса Николаевна, вăхăт çĕмрен пек хăвăрт чупса иртет. Эсир тăван шкулта ĕçлеме пуçăнни те чылай çул иртрĕ ĕнтĕ.

– Чăннипех те, сиссе те юлаймастăн кун-çул уттине. 1986 çулта тăван шкултан вĕренсе тухрăм. Тÿрех мĕн ачаран çунатланнă ĕмĕтĕме пурнăçлама – И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне çул тытрăм. Пуçламăш классен вĕрентекенĕн дипломне алла илсен ниçта та мар, хамăр тăрăхах таврăнас терĕм. Малтанах РОНОра методистра тăрăшрăм. Унтан Тÿскелте пуçламăш класс ачисене вĕрентме пуçларăм. Пĕрремĕш хут шкула ура ярса пусакан шăпăрлансене вулама, çырма, шутлама… вĕрентессинчен ырă та сăваплă ĕç тата пур-ши; Кашнийĕшĕ куçран ăшшăн пăхать, вĕренес, нумай пĕлес тесе тимлет. Тăхăр çултан директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумне лартрĕç. Ку должноçре аслă классенче вĕренекенсемпе ытларах ĕçлеме тиветчĕ. Вĕсемшĕн учитель-воспитатель кăна мар, аслă юлташ та пулма тăрăшаттăм. 2007 çулта тата яваплă ĕç – пысăк коллектива ертсе пыма шанчĕç те паянччен хамран килнине пĕтĕмпех пурнăçласа пыма, ĕçтешсен вĕрентме, вĕренекенсен пĕлÿ илме мĕнпур услови пултăр тесе тимлетĕп.

– Районти шкул директорĕсен йышĕнче хĕрарăмсем нумай. Çапах та сирĕн ертсе пырас ĕçре опыт чи пысăкки.

– Хĕрарăм-директорсем чăннипех те йышлăн. Пĕринчен тепри пултаруллă та харсăр. Опыт вăл ĕçлесе пынă май пуçтарăнать. Никам та ертÿçĕ пулса çуралмасть. Çавăнпа та тăтăшах вĕренмелле, пĕлĕве ÿстермелле, тавра курăма анлăлатмалла. Пĕр вырăнтан хускалмасан хытса каймах пулать вĕт. Çавăнпа та самана таппинчен юлас мар тесе Атăлпа Вятка академийĕнче вĕренсе тухса управленец-менеджмент специальноçне алла илтĕм.

– Шкула çулран-çул çĕнĕ тĕс кĕртнипе пĕрлех тĕрлĕ программăсемпе проектсене хутшăнатăр эсир.

– Юлашки пилĕк çула илес пулсан патшалăх вĕренÿ учрежденийĕсене пысăк тимлĕх уйăрать. 13 çул хушшинче шкул тĕпрен çĕнелсе улшăнчĕ. Пĕлтĕрпе кăçал кăна патшалăх шкул тăррине, фасадне çĕнетме, чÿречесене улăштарма 6 миллион тенкĕ ытла уйăрчĕ. «Хальхи шкул» федераци проекта тĕпе хурса «Вĕренÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн «Ÿсĕм пуçламăшĕ» цифра тата гуманитари профилĕсен вĕренÿ центрĕ хута кайни мĕне тăрать!

Шкул çулсеренех тĕрлĕ конкурссене хутшăнать. 2019 çулта Чăваш Республикин 200 пин тенкĕлĕх грантне тивĕçрĕ. 2015, 2016, 2017 çулсенче вĕренÿ кăтартăвĕсем тăрăх Пĕтĕм Раççейри ялти вĕренÿ организацийĕсенчен «Топ-200» рейтинга кĕчĕ.

Шкул кăна мар, хамăр та кăçал çĕнĕ, илемлĕ тум тăхăнтăмăр. Пурте пĕр пек костюмсемпе кĕтсе илтĕмĕр çĕнĕ вĕренÿ çулне.

– Çитĕнÿре, паллах, пĕтĕм коллективăн тÿпи пысăк.

– Тĕрĕс. Ÿсĕм хăй тĕллĕн килмест. Пĕр шухăшлă, пĕр ĕмĕт-тĕллевпе ĕçлет коллектив. Хальхи вăхăтра 52 педагог тăрăшать. Вĕсенчен виççĕшĕ – Валентина Левая, Владимир Николаев, Алексей Данилов – «Вĕренÿ» наци проектне хутшăнса «Раççейри чи лайăх учительсем» пулса тăчĕç. Çавăн пекех пĕр учитель Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грантне тивĕçнĕ, виççĕшĕ /В.Николаев, В.Левая, Е.Сергеева/ республикăри «Çулталăкри учитель» професси конкурсĕнче, А.Данилов республикăри «Чи лайăх класс ертÿçи» конкурсра призерсем пулса тăнă.

– Шкулăн пултаруллă вĕренекенсемпе мăнаçланмалăх пур.

– Шкулăн пурлăхпа техника никĕсĕ пуянни вĕренĕве хальхи пурнăç ыйтнă пек йĕркелеме май парать. Кашни кабинета тенĕ пекех мультимедийлă оборудованисемпе тивĕçтернĕрен вĕренÿре тĕрлĕ электронлă рессурссемпе усă курма, шкул ачисене дистанци мелĕпе пĕлÿ илме, Пĕтĕм Раççейри, тĕнчери интернет-конкурссемпе проектсене хутшăнса тивĕçлĕ кăтартусем тума пулăшать. Акă, юлашки çулсенче 36 вĕренекен Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен республикăри олимпиадинче çĕнтерÿçĕсемпе призерсем пулса тăчĕç. Виçĕ вĕренекен – Данил Кондратьев, Николай Петров, Андрей Данилов физкультура, технологи предмечĕсемпе олимпиадăн Раççейри тапхăрĕнче призерсен йышне кĕчĕç. Епле мухтанмăн вĕсемпе! 30 ача вĕренÿри, спортри, обществăри хастарлăхне кура ЧР Пуçлăхĕн ятарлă стипендине илни савăнтарать.

Паянхи ачасен вĕренмелле кăна. Пултарулăхне тĕрлĕ енлĕн аталантармалли, хăйне килĕшекен профессие суйласа илмелли мĕнпур майсем çителĕклĕ кунта.

– Лариса Николаевна, спортри ÿсĕмсем те пĕчĕк мар, çакна фойери кубоксемпе дипломсем уççăнах çирĕплетеççĕ.

– Шкул районти вăтам шкулсем хушшинче пыракан спартакиадăра ялан пĕрремĕш вырăнта. Куçса çÿрекен кубока алăран вĕçертместпĕр. Вĕренекенсем районти, республикăри ăмăртусене тăтăшах тухса çÿреççĕ, малти вырăнсене йышăнаççĕ. Чылай чухне икĕ команда тăрататпăр. 2017 çулта шкул команди çамрăк армеецсен «Зарница» тата «Орленок» вăййисенче республикăра палăрма пултарчĕ.

Ачасен сывă пурнăç йĕркине тытса пыма мĕнпур услови çителĕклĕ. Стадион ачасенчен татăлмасть. Физкультурăпа спорт комплексĕ юнашар пулни вара тата пысăк телей пирĕн вĕренекенсемшĕн.

– Кăçал тата çĕнĕ автобуслă та пултăр.

– Çапла. Вĕренекенсен йышĕ 700-тен иртнĕ. Тăватă автобуспа 259 ачана 22 ялтан турттаратпăр.

– Коллектив ашшĕ-амăшĕпе çыхăну тытасси çине мĕнлерех пăхать?

– Шкул – пирĕн пысăк çемье. Çавăнпа та вăл вĕрентекенрен, вĕренекенрен тата ашшĕ-амăшĕнчен тăрать. Эпир воспитани ĕçĕнче ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăнса ĕçлесси çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Чи пĕлтерĕшли – пĕр тытăмра килĕштерсе ĕçлени, пĕр-пĕрне хисеплени, пулăшса пыни.

– Лариса Николаевна, çăмăл мар ĕçре тăрăшатăр пулсан та общество пурнăçĕнчен аякра тăмастăр…

– Ялти педагог ялан халăх хушшинче, ял-йышпа пĕрле тан утса пырать, унăн шухăш-кăмăлне тĕпе хурать. Районти хĕрарăмсен канашĕн президиум членĕ пулнă май республикăри хĕрарăм-ертÿçĕсен конкурсне хутшăнма сĕнчĕç те – хирĕçлеймерĕм. Шанаççĕ пулсан – малалла талпăнмалла. Çапла вара кăçал регионта «Хĕрарăм – чи лайăх ертÿçĕ» номинацире лауреат ятне тивĕçрĕм.

– Шкул директорĕ район хаçачĕн вулаканĕсене мĕн сунать-ши?

– Юратса вулатăп «Елчĕк ене». Сăмах май каласан, коллективри кашни педагог çырăнса илет ăна. Хаçат вулаканĕсем йышĕнче пирĕн юратнă ачасен ашшĕ-амăшĕ, асламашĕпе кукамăшĕ, аслашшĕпе кукашшĕ… Çавна май сирĕн яланах ачăрсен вĕренÿри, спортри, творчествăри çитĕнĕвĕсемпе савăнмалла пултăр, пандеми вăхăтĕнче уйрăмах хăвăрăн, ачăрсемпе мăнукăрсен сывлăхне упрăр.

В.КИРИЛЛОВА калаçнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code