Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Рейдсем иртеççĕ

Рейдсем иртеççĕ

Райадминистраци çумĕнчи çул çитменнисемпе тата вĕсен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен комиссин ĕçченĕсен пуçарăвĕпе «Подросток-2018», «Каникулы-2018» операцисен вăхăтĕнче каçхи рейдсем йĕркелессине ĕçе кĕртнĕ.

Çавна май çул çитменнисем право йĕркине пăсассине тата çапкаланса çÿрессине профилактикăлакан субъектсен представителĕсем çак тапхăрта тĕрлĕ ялсене çитĕç. Вĕсем культура учрежденийĕсенче, суту-илÿ точкисенче, обществăлла ытти вырăнсенче тĕрĕслевсем ирттернĕ май çул çитменнисем пушă вăхăта еплерех ирттернипе интересленĕç. Çакăн евĕр рейд çак кунсенче Аслă Елчĕк ял тăрăхĕнче иртнĕ.

Л.ЕГОРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code