Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Иисус Христос çурални

Иисус Христос çурални

Çак кун Христос чиркĕвĕ: «Эсĕ Херувимсенчен те аслă, Серафимсенчен те мухтавлă», тесе Турă Амăшне асăнать. Турă Амăшĕ вара пĕтĕм çветтуй ангелсенчен те аслă. Мĕншĕн тесен вăл пире çăлакан Христос Турра çуратнă, хăй таса пурăннăшăн Турра ăшне илме тивĕçлĕ пулнă. Ун çине çветтуй сывлăш аннă та вăл ывăл ача çуратнă. Çапла Таса Хĕр Мария Турă Амăшĕ пулма тивĕçлĕ пулнă.

Вăл яланах Турă хушнă пек пурăнса çынсене ырра вĕрентсе пурăннă. Çавăнпа вăл качча та каяс мар тесе Турра сăмах панă, хĕр хальлĕн юлса ĕмĕрне таса ирттернĕ. Çавăнпа ăна тата Христос чиркĕвĕ Таса Хĕр Мария леш тĕнчере те питĕ аслă вырăнта ларма тивĕçлĕ пулнă, тет. Турă Амăшĕ вилсен унăн чунне илме Иисус Христос пĕтĕм ангелсемпе пĕрле çĕр çине аннă. Виççĕмĕш кунне Турă Амăшĕ ÿтне ангелсем пĕлĕт çине илсе улăхнă. Тăвансем, çавăнпа ĕнтĕ эпир Турă Амăшне: «Херувимсенчен те аслă, Серафимсенчен те мухтавлă», тесе чыслатпăр. Турă Амăшĕ хăй таса пурнăçĕшĕн çав аслăлăха илме тивĕçлĕ пулнă.

Таса Хĕр Марияран Христос çуралнă, вăл пире çăлма килнĕ, мĕнле пурăнмаллине вĕрентсе хăварнă. Эпир Христос хушнă пек пурăнатпăр-и? Çук. Турă Амăшĕ пек чиркĕве çÿреме, ырă ĕçсем тума тăрăшар. Çапла пурăнни Турă Амăшне хисеплени пулĕ. Вăл та пире юратĕ, пирĕншĕн хăйĕн ывăлĕ умĕнче кĕл тăвĕ. Çакна пурин те лайăх ăнланасчĕ: Турă пире юратса пирĕн çылăхсене хăй çине илме килнĕ, çак праçникре Турра тархаслас вырăнне ăна хамăрăн йĕркесĕр ĕçĕмĕрсемпе кÿрентерес марччĕ. Çак кун пирĕншĕн питех те аслă пулса тăнине ăнланса ăна лайăхрах ирттерме тăрăшасчĕ. Турă Амăшĕ кĕлли урлă эпир те çÿлти патшалăха кĕме тивĕçлĕ пулăттăмăрччĕ вара. Унта ăна çветтуй ангелсемпе, пĕтĕм çветтуй çынсемпе пĕрле çакă чиркÿ юррипе тивĕçлĕрен: «Эсĕ Херувимсенчен те аслă, Серафимсенчен те мухтавлă, эсĕ хĕр хальлĕн сăмах Турра çуратнă. Эсĕ Турă Амăшĕ», тесе аслăлама тивĕçлĕ пулăттăмăр. Аминь.

Анатолий /ЕМЕЛЬЯНОВ/ протоиерей,
Иисус Христос çуралнин ячĕллĕ Курнавăшри чиркÿ настоятелĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code