Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > «Кашни çыннах сывлăхлă курас килет»

«Кашни çыннах сывлăхлă курас килет»

Елчĕк районĕн çамрăкĕсем вĕренÿре, спортра тата ытти сферăра палăрса çитĕнÿсем тăваççĕ, пултарулăхĕпе савăнтараççĕ.

Армрестлинг спортне кăмăллакан – Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренекен Татьяна Журавлева республикăра анчах мар, ун тулашĕнче те çитĕнÿсемпе палăрма ĕлкĕрчĕ. Иртнĕ çул вĕçĕнче вăл спортăн çак тĕсĕпе Волгоград хулинче иртнĕ Раççей шайĕнчи турнирта 1-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕ.

– Хăвăнта алă вăйĕ виçсе теприне çĕнтерес пултарулăх пуррине хăçан асăрхарăн? – ыйтатăп сăмаха шухăшласа калаçакан, сăпайлă, ăслă-тăнлă хĕртен.

– Армрестлинг спорчĕпе эпĕ Тĕмер шкулĕнче вĕреннĕ вăхăтра интересленме пуçларăм. Сергей Солин тренер ял çамрăкĕсен канăвне усăллă ирттерес тĕллевпе йĕркеленĕ секцие хаваспах çÿрерĕм. 6-7-мĕш классенче район шайĕнчи ăмăртусене те хутшăнма пуçларăм, кĕçех хамăн виçе категорийĕнче малти вырăна йышăнса Патăрьелĕнче иртнĕ зонăри ăмăртура 2-мĕш вырăна тивĕçрĕм. Ăмăртусене час-часах хутшăнни ăсталăха ÿстерме, кăмăл çирĕплĕхне туптама пулăшса пычĕ. Республика шайĕни ăмăртура районăн пĕрлештернĕ командин йышĕнче 2-мĕш вырăна çĕнсе илни пысăк çитĕнÿ пулчĕ маншăн, хавхалану кÿчĕ. Иртнĕ çул март уйăхĕнче армрестлинг енĕпе Чăваш Енре юниорсен хушшинче иртнĕ чемпионатра 18 çула çитичченхи çамрăксем хушшинче 1-мĕш вырăна тухрăм. Манăн тантăшăм, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлÿ илекен Татьяна Воронова /Тĕмер/ çак чемпионатра 2-мĕш пулчĕ. Октябрь вĕçĕнче иксĕмĕре те Волгограда кайма пÿрчĕ шăпа. Унта пире питĕ тарават кĕтсе илчĕç. Хĕрÿ ăмăртура эпĕ 1-мĕш, Татьяна 2-мĕш вырăна йышăнтăмăр.

Татьяна Тĕмерте пурăнакан Василипе Тамара Журавлевсен хĕрĕ. Пилĕк ачаран чи кĕçĕнни вăл. Шкулта «4» тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать, пушă вăхăтра ÿкерме кăмăллать харсăр волонтер.

– Ÿкересси маншăн чун ыйтни, йăпану, киленĕç, – тет Т.Журавлева.

Шкултан вĕренсе тухсан тухтăр профессине илес кăмăллă хĕр, кашни çыннах пулăшас, сывлăхлă курас килнине пĕлтерет.

Татьянăна малашлăх пурнăçра çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнÿсем сунар.

Елена ПЕТРОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Татьяна Журавлева.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code