Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кадастр хакне çĕнетеççĕ

Кадастр хакне çĕнетеççĕ

Куçман пурлăхăн — капиталлă строительство объекчĕсен тата çĕр лаптăкĕсен кадастр хакне çĕнетессин ыйтăвĕсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура сÿтсе явнă.

Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева палăртнă тăрăх, çак ĕçе пурнăçлама ятарласа йĕркеленĕ «Чăваштехинвентаризаци» умĕнчи тĕллев чăннипех пысăк — 750 пин объектпа 136 пин лаптăка хакламалла. Кăçалхи май уйăхĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 8-мĕшĕччен иртнĕ хаклавăн малтанхи тапхăрĕнче объектсен — нумай хваттерлĕ çуртсен 20 проценчĕ кадастр хакне 7 процента çити чакарма май паракан шая ларнă. Производствăра усă куракан объектсен хакĕ 9 процентран 2 процента çити чакать.

Тĕрĕслев ĕçĕсен иккĕмĕш тапхăрĕ 2018 çулхи июль уйăхĕнчен пуçласа август уйăхĕччен пымалла. Инвентаризаци мĕн пур çынна тенĕ пекех пырса тивмелле. Мĕншĕн тесен кашнийĕн çурт-хваттер е çĕр лаптăкĕ пур. Кадастр хакĕ те, тĕпрен илсен, пысăкрах пуласси куç кĕрет. Хальлĕхе çак ÿсĕм 23 процент шайĕнче.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ку чухне сиксе тухакан ыйтусене халăхпа анлăн сÿтсе явмаллине, 2019 çулта куçман пурлăхшăн тÿлемелли налуксен квитанцийĕсене алла илнĕ чухне кĕтменлĕхсем сиксе ан тухчăр тесен çĕнĕлĕхсем пирки вăхăтра ăнлантарса пама кирлине палăртса каланă.

Тÿрлетме ыйтса çыракан заявленисене çынсем хăйсем тĕллĕн çырса та, НФЦ /нумай функциллĕ центр/, интернет урлă е почтăпа та ярса пама пултараççĕ. Налук службин сайтĕнче çĕнĕ кадастр хакне тĕпе хурса вăл е ку объектшăн мĕн чухлĕ налук тÿлемелле пулассине шутласа пĕлме май пур.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code