Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хĕрÿ лини – апатлану пирки

Хĕрÿ лини – апатлану пирки

Чăваш Республикинчи Роспотребнадзор Управленийĕ сентябрĕн 14-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 5-мĕшĕччен вĕренÿ учрежденийĕсенчи апат пахалăхĕ тата хăрушсăрлăхĕ пирки сиксе тухакан ыйтусене татса парас тĕллевпе хĕрÿ лини ирттерет.

Республикăри гигиенăпа эпидемиологи центрĕн специалисчĕсем шкулсенче ачасене вĕри апат çитерессине мĕнле йĕркелесси, апат нормисемпе усăллă апат-çимĕç пирки тата апатланнине контрольлесе тăрас енĕпе хăйсен сĕнÿ-канашĕсене параççĕ. Хĕрÿ лини вăхăтĕнче ашшĕ-амăшĕн те хăйсен сĕнĕвĕсене паллаштарма майсем пур.

Ыйтса пĕлмелли телефон: /83532/ 5-03-45. Шăнкăравсене 9 сехетрен пуçласа 12 сехетчен, 13 сехетрен пуçласа 16 сехетчен йышăнаççĕ.

Çавăн пекех Роспотребнадзорăн специалисчĕсемпе пĕрлехи консультаци центрĕн телефонĕпе 88005554943 ыйтса пĕлме пулать. Вăл талăкĕпех, кану кунĕсĕр ĕçлет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code