Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

Экстримра палăрнă

Шупашкарти кооператив институтĕнче вăй экстримĕн спорчĕ енĕпе ялти çамрăксем хушшинче Пĕтĕм Раççейри турнирăн 1-мĕш тапхăрĕ иртнĕ.

Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командин йышĕнче ăмăртса пирĕн ентешсем те палăрнă. 90 килограмран йывăртарах атлетсенчен пьедестал çине тÿрех иккĕн хăпарма тивĕçнĕ: тĕнче класлă спорт мастерĕ Александр Павлов /Кавал/ – пĕрремĕш, Александр Константинов /Тăрăм/ – виççĕмĕш. 90 килограма çитичченхи виçере Тăрăм ялĕн тепĕр арĕ – Дмитрий Енедеров спорт мастерĕ 2-мĕш пулнă.

Малалла – финал. Вăл чÿк уйăхĕнче Хусанта иртет. Кире пуканĕ спорчĕн хастарĕсем унта та палăрасса шанас килет.

 

«Яманчурино» – Удмуртире

Яманчÿрел ялĕнче хоккей вăййи совет саманинчех пысăк сумлăхра пулнă. Халĕ те уйрăм активистсен, наставниксен пуçарулăхĕн витĕмĕ пур ку спортра.

Çавсенчен пĕри, хуçалăхăн тĕп инженерĕ Юрий Рахмуллин обществăлла тренер тăрăшнипе, çамрăк хоккеистсем Удмуртири Можга хулинче эрнелĕх сборта пулса килнĕ. Унта вĕсем чылай çул пĕр-пĕринпе туслă çыхăну тытакан Тимченкосен «Ырă пăр» фончĕн йыхравĕпе пулнă.

«Яманчурино» команда Атăл çи тăрăхĕнчи ытти тантăшĕсемпе пĕрле тренировкăсем ирттернĕ, тренингсене хутшăнса хоккей вăййи çинчен нумай информаципе пуянланнă.

Йĕркелÿçĕсем çул, пурăну, апатлану тăкакĕсене пĕтĕмпех хăйсем çине илнĕ.

 

Тивĕçлĕ шайра

Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекенсем хушшинче ГТО нормативĕсене пурнăçлассине тивĕçлĕ шая лартнă.

Аслă классенче пĕлÿ илекенсем хыççăнах кĕçĕннисем тупăшнă ГТОн кĕрхи фестивалĕнче. Вĕсем пысăк ушкăнпа 1000 метра чупассипе тата 150 грамлă мечĕке ывăтассипе ăмăртнă. Çывăх вăхăтрах вĕсем ГТОн ытти нормативĕсене парăнтарма шутлаççĕ.

ГТОн Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексăн нормативĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе ытти шкулсенче те ĕç кал-кал пырать.

Çавăнпа та Елчĕк районĕ III квартал пĕтĕмлетĕвĕпе республикăра малтисен йышĕнче пулни ахальтен мар.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code