Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хĕреслĕ çул çỹревре

Хĕреслĕ çул çỹревре

Лаш Таяпари Таса Турă Амăшĕ çуралнин ячĕллĕ чиркỹре тата Çĕнĕ Эйпеç ялĕнчи Таса Николай ячĕллĕ часавайра Силуан Козлов иеромонах Хусанта тупнă таса Турă Амăшĕн турăшĕ умĕнче кĕлĕ ирттернĕ. Ĕненекенсем тĕнчене канăçлăх тата лăпкăлăх кỹрекен турăша йăтса хĕреслĕ çул çỹревре пулнă.

Историрен çакă паллă: 1579 çулта Хусанта тупнă Турă Амăшĕн турăшĕ пĕрремĕш земство ополченине тапăнса кĕнĕ çарсене çĕнтерме пулăшнипе, каярахпа Кузьма Мининпа Дмитрий Пожарский ертсе пынă иккĕмĕш земство ополченийĕ поляксене Мускавран хăваласа кăларса яма пултарнипе çыхăнтарнă. Тĕлĕнмелле пысăк хăватлă Турă Амăшĕ паянхи пăтрануллă саманара çĕршывăмăра тата унта пурăнакансене, Раççейĕн ирĕкĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн кĕрешекен мĕн пур çар çыннине упраса тăтăрччĕ, тĕнчене канăçлăх патăрччĕ.

В.ТРОФИМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code